Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Учительпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительпе эпӗ ача чухне чи малтанхи хут икӗ—пилӗк ҫултанпа тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Учитель — вӑл… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... -l-3954113

Малтан вӑл хаҫатсем вуласа ларчӗ, каярахпа, пӗр учительпе калаҫаканскер, Нина урока тухса кайнине те асӑрхамарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Мускаври физкультура институтне пӗтерсе килсен, вӑл хулари пӗр вӑтам шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ; унтах вӑл математикӑпа физика вӗрентекен пӗр учительпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шупашкар районӗнчи ялсене радио кӗртес тесе ун чух Ишек шкулӗнчи Е. Захаров учительпе О. Васильев колхозник, Кӑшавӑш шкулӗнчи А. Воронцов учитель те нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Вӑт, Раман, тахҫанах паллаштарас тенӗччӗ сана хамӑн пӗрремӗш учительпе, шкултипе мар, ӗҫрипе, пурнӑҫрипе.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпир учительпе питӗ килӗштертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вара, пӳрте кӗрсе, хӑнана кайма тумланчӗҫ: иккӗшӗ те шур кӗпе ҫийӗн хура бант ҫыхрӗҫ, хура костюм тӑхӑнчӗҫ, ҫунасем ҫине така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпсем йӑтса тухса хучӗҫ, вара учительпе арӑмне пар лашаллӑ ҫуна ҫине лартрӗҫ, хӑйсем кайри ҫуна ҫине ларчӗҫ те яри уҫса пӑрахнӑ хапхаран урамалла тухса вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме шӑллӗпе йӑмӑкӗсем хаваслӑн янраса кӗрсен кӑна вӑл хӑйӗн асаплӑ шухӑшӗсене маннӑ пек пулчӗ, Квинтилиана ялти пӗлӗш учительпе арӑмне чӗнсе килме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Малтанлӑха пуп хӑйӗн ывӑлӗ Чӗмпӗртен килнӗ ҫамрӑк учительпе туслашнӑшӑн савӑнчӗ: мӗн тесен те, Пазухин – пысӑк культурӑллӑ, талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Учительпе Тарьене вӑл' ҫырӑва вуланӑ майӑнах вырӑсла куҫарса акӑ мӗн пӗлтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ташӑ каҫӗсенче хӗр учительпе ҫеҫ мар, клуб заведующийӗпе, хитре те кӑтра ҫӳҫлӗ Федотпа та ташлать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Киносене Григорий Федорович учительпе каять.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Ялти учительпе пуп хушшинче пулнипех ҫыннӑн пӗлӗвӗ пуянланас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Акӑ вӑл — пӗр хулиганӗ, Элкей Микулин ачи, — учительпе юнашар ларнӑ ҫӗртен тӑрса каларӗ Артур.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каяс умӗн ҫӗн учительпе пӗрле шкула кайса килчӗ, юлашки хут ачасемпе пӗрле ларса калаҫрӗ, ырӑ сунчӗ вӗсене, малалла вӗренме тӑрӑшма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урок малалла теплелле кайнӑ пулӗччӗ — пӗлме ҫук, анчах класа учительпе ҫӗн пачӑшкӑ — Никанор Петровский пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл учительпе пӗрле хулӑн саспа юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑн чухне вӑл Давид мӗнле пуҫ хунине Никифоров учительпе Улькана пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗн сассине ку ҫын мана чӑнах та Митя тетене аса илтерчӗ, анчах та эпӗ вӑл пирӗн Сиротка учительпе пӗрле вӑрҫа тухса кайнине хам куҫпах курнӑччӗ-ҫке-ха.

Его басовитый голос действительно напомнил мне дядю Митяя, но ведь я своими глазами видел, как он вместе с нашим учителем Сироткой ушел на войну.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӗрӗс вӑхӑт карап капитанне судни тинӗсре хӑш вырӑнпа пынине пӗлме, самолетпа ҫӗрле е тӗтреллӗ ҫанталӑкра вӗҫекен вӗҫевҫе, танкистпа спортсмена, зенитчикпе токаре, учительпе шкул ачине кирлӗ…

Точное время нужно капитану корабля, чтобы определить положение судна в море; летчику, ведущему самолет ночью или в тумане; артиллеристу и фрезеровщику; танкисту и спортсмену; зенитчику и токарю; учителю и школьнику…

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех