Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре малалла туртӑнсанах вӑл самолет ҫунатти ҫине улӑхать, кабина хӗрри ҫине тайӑнса урисене ҫӗклесе шутарать те ларкӑч ҫине анать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Урисене йывӑҫ тӗплӗ пушмаксем, пӗчӗк карапсем тӗрлесе хунӑ нейлон трусиксем тӑхӑннӑ икӗ ватӑрах пижон хӑйсенчен малта пыракан вутӑшсене хуса ҫитме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӗрле шыва кӗме юратакан темӗнле ҫын вӑраххӑн, урисене питӗ ҫӳле ҫӗклесе, шывалла кӗчӗ, ҫыран хӗрринче ӑшӑх пулнӑ пирки тинӗселле чылайччен утрӗ, анчах ниепле те шыва путма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӗҫех урисене шыва чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисене сарарах майлашӑнса тӑчӗ те ӑна сасартӑк туртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисене кравать хыҫӗ ҫине улӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнесем пӗр-пӗринпе тӗрткелешнӗ, вылянӑ чухне ун ҫине тӑрӑнса урисене хуҫма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисене крендель пек авкала-авкала илет.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урисене пуртенкке сырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Укахви, вырӑн ҫинчен тӑрса, кӑшт уткаласа, урисене ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Санька, чӑнкӑ ҫырантан хӑпарса, урисене ҫут хӗрринчен усса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ташлакан мӑшӑрсем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑрах, урисене мӗнле ярса пуснӑ ҫаплах тӑрса, ача ҫине пӑхса, музыка малалла янӑраса каясса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӗрҫи ҫине тальянка хурсан, вӑл кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне кӑштах каялла ывӑтать, сарлака кӑкӑрне хӑпартать, хулпуҫҫисене тӳрлетсе хурать, — урисене питӗ те илемлӗн тапса-тӑпӑртаттарса, пӗтӗм кӗлеткине хускатса, вылятса ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Хлихха купӑс пиҫиххине хулпуҫҫи ҫине куҫарса хучӗ, тӳрленерех ларчӗ, пӗтӗм кӗлеткине хускатса, урисене сассӑр сиктерсе, ташӑ кӗвви кала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Малти урисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле ывтӑнса килчӗ вӑл, хуҫи умне ҫитерехпе авкаланма, хӳрине пӗтӗлтеттерсе вылятма тытӑнчӗ, ҫапла чупнӑ ҫӗртех Аннушкин ытамне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ пек, лаша чарӑнчӗ те сылтӑм урисене хуҫлатса, сулахай урисемпе мелсӗррӗн пусса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эпӗ Григориу арӑмӗ, — урисене явса хучӗ кӗтмен хӑна.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӗчӗ те, урисене чаркаласа, аллисене икӗ еннелле сарса, ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне тӗревленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй вӑл ҫӳллӗ те тӗреклӗ кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, урисене сарса, аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса, ҫап-ҫаврака куҫӗсене чӑрлаттарса, сӗкӗрт пек капмаррӑн ларать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йывӑр ҫӗклемӗ пуснипе вӑл пӗкӗрӗлсе, урисене улӑштаркаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех