Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Упӑшкипе (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм сӗтел ҫинче выртакан конверта илчӗ те, портфеле чикрӗ, унтан каллех упӑшкипе ывӑлӗ патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ывӑл, ҫартах юлатӑп тесе, ҫыру ячӗ, хӗрӗм, качча тухса, упӑшкипе кӑнтӑрта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вырӑссем упӑшкипе арӑмӗ пӗр Шуйттан теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Куҫӗсене саппун аркипе шӑла-шӑла, Праски инке васкамасӑр пыракан арҫынсене хуса ҫитрӗ те упӑшкипе юнашар утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Упӑшкипе арӑмӗ тӗрлӗ авиакомпанисем валли ҫӗнӗ маршрутсен схемисене хатӗрлесе пӗтӗм тӗнчипех сывлӑшри экспедицисем ирттернӗ.

Супруги совершали воздушные экспедиции по всему миру, составляя схему новых маршрутов для различных авиакомпаний.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ӑна вӑрҫӑччен упӑшкипе ӳкерттернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Укҫа пачкине курсан, Илемпи виҫесӗр савӑнса кайрӗ, упӑшкипе ҫепӗҫ пулчӗ, ачашланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Упӑшкипе, Николай Николаевичпа, хӗрпе ывӑл ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Тамара, упӑшкипе Ивановвкубе пурри ҫинчен манса кайса, пиччӗшӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, йӑмӑкне пырса ыталать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Упӑшкипе арӑмӗ тӑнӑ ҫӗре хӑна вырӑнӗ пушахчӗ ирхине.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ ҫынна — упӑшкипе арӑмӗ пулнӑскерсене — пысӑк Шупашкарта тӑвӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лидия Андреевна упӑшкипе юнашар пырса ларчӗ те ҫӗнӗ ҫын пекех хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна текех Эльвира та чӑрмантармарӗ, вӑл упӑшкипе юлашки хут сывпуллашмасӑрах пӑрахутпа Мускавалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Упӑшкипе иккӗш те ӗҫрен таврӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Упӑшкипе вӑл вӑрҫӑчченех уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Илтетӗн-и, Хумкка, Марьене хӑвӑнтан ниҫта та ан хӑвар! — упӑшкипе Мария Тимофеевнӑна алӑкран ӑсатса ячӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшкипе пӗрле ҫарта пурӑннине аса илсен, кӑвакарма пуҫланӑ пуҫне ик аллипе тытса, ухмаха ернӗ пек хытса, таҫталла пӑхса ларать Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Намӑс пек халь пӗр каҫра упӑшкипе Ҫимуна килӗнчен хӑваласа кӑларни.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшкипе иккӗшӗ ати туйне килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах упӑшкипе калаҫса пӑхнӑ хыҫҫӑн Анукӑн кӑмӑлӗ улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех