Шырав
Шырав ĕçĕ:
Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пӗрер черкке лексен тин Якку пиччен чӗлхи уҫӑлать, куҫне хӗсе-хӗсе калаҫма тытӑнать хайхи, чарса чараймӑн, унӑнне ҫеҫ итле, эрне калаҫманнине пӗр сехет хушшинче каласа пӗтерме тӑрӑшать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эп килӗшмерӗм те, мана вӑл ҫапла ҫунтарса хӑварнӑччӗ: «Хулара упӑшкаллӑ пулаймасан, тухатӑп та каятӑп аннесем патне вӑрмана, шыраса тупатӑп Ромашока, чӗртетӗп тахҫанхи юратӑвне унӑнне» — тенӗччӗ.
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӑвӑрт калаҫаканскерӗнне, унӑнне хӑш-пӗр сӑмахне ӑнланса юлма та хӗн.
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Пирӗн куҫҫульсем пырне лараҫҫӗ-ха унӑнне, — хушса хучӗ Санюк.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хуларах ун темӗн чухлӗ пулӗ… тен, арӑмӗ те пулӗ, кам пӗлет унтине унӑнне.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кӗтме чӑтӑм ҫитерчӗ ӑна Чӗкеҫ, ытти каччӑсем илӗртни, умра-ҫумра явӑнса ҫӳрени пуҫне ҫавӑрса ямарӗ унӑнне.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Элекҫей хуса ан ҫитейтӗр, сассине те илтем мар, сӑнне те курам мар унӑнне тесе, уттине хӑвӑртлатнӑҫемӗн хӑвӑртлатрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Ну… — Сидоркин ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, аллисене саркаларӗ, — меслечӗсене йӑлтах ырламӑпӑр унӑнне…
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Госпитальте балет артисчӗпе юнашар выртаттӑм, хӑрах урине каснӑччӗ унӑнне.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кашни утӑмне сӑнаса тӑр унӑнне.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кашни ҫуркуннех ҫарансем ҫине унӑнне пӗр кӗтӳ лаша хӑваласа килеҫҫӗ, кӗр ҫитсен, каллех хуса каяҫҫӗ…
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Ачине унӑнне Хураварсем Верук Генки теҫҫӗ-ҫке.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Киномеханикра ӗҫлеме пуҫланӑранпа икӗ уйӑх кӑна ҫитрӗ пулин те, ятне унӑнне культпайри «Хисеп хӑми» ҫине ҫырса хунӑ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Унӑнне те аллине хыҫала туртса ҫыхнӑ, хускатма та ҫук…
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуҫне касас пулать унӑнне.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуҫне унӑнне ҫыхса янӑ.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑхӑтне пӗлес пулать унӑнне! — мӑкӑртатрӗ старик.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Куҫне унӑнне тӗтре карса илет.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑхальпе урлӑ пулмах шухӑшланӑччӗ ӗнтӗ вӑл, анчах кӗтмен шухӑш пуҫне килчӗ унӑнне.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.