Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сывлӑша (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял сӑрчӗн хӑрах ҫыранне кураксем пырса ларчӗҫ; унтан сывлӑша ҫӗкленчӗҫ те — мӗлкесем те сӑрт аяккипе вӗҫнӗ май — курак ушкӑнӗ сасартӑках икӗ хут йышланнӑ пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫывӑхарах пырсан тин, вӑрӑм утӑмсемпе ерипен малалла чупса кайса, хуллен сывлӑша ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик, пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑй пичӗ ҫинче ҫунтаракан вӗри сывлӑша, хӑйӗн ӳчӗпе вӗри кӗлеткене туйса, ним тӑва пӗлми пӑлханса, аптраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Илсе тух-ха мана уҫӑ сывлӑша.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эпӗ, сивӗ столовӑйрах тара ӳкнӗскер, уҫӑ сывлӑша тухма васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Йӗри-тавра сывлӑша чӗтретет моторсен хӑватлӑ кӗрлевӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— А-алра-ан ка-айми-и а-аки-су-ухи-и… — сассине илемлӗн чӗтретсе, пуҫне тӳрӗ тытса, сарлака кӑкӑрӗнчи сывлӑша вӑраххӑн пусса кӑларчӗ Георгий.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сӑрламан йывӑҫ рамка ӑшӗнче — кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларас, сывлӑша пыл шӑрши сарас ҫурхи сад.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— А эсир — марш кунтан! — терӗ аллипе сывлӑша ҫурса.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн талӑрса кайнӑ пит-куҫӗнчен вут-хӗм тӑкӑнса тӑчӗ, ҫав вут-хӗме пула тата хӑватлӑн сарӑла-сарӑла пӗрӗнекен анлӑ кӑкӑрӗнчен тухакан сывлӑша пула пӳлӗм вӗриленсех ҫитнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кусем — металл конструкцисемпе тимӗр-бетон блоксем, пӑрӑхсем, цемент, арматура тата ытти темтепӗр тиенӗскерсем — ҫӗре ҫапла кисретнӗ май, сывлӑша ҫапла чӗтретнӗ май, стройка хӑвачӗ чӑнахах та ӳснӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла каласа, ҫӗре юриех хытӑ кисретеҫҫӗ, сывлӑша юриех хытӑ чӗтретеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗр тӗрлӗ чечек ырӑ шӑршӑ кӑларса, сывлӑша тӗрлӗ тӗспе ҫутатса ӳсет кантӑк айӗнчи ӑшӑра.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мерчен Мишши автовокзалта еплерех ахӑлтатса кулнине аса илсен хӑйне тем хӗснӗ пек, тем тӑвӑрлатнӑ пек туйнӑран Таранов шурӑ пӑнчӑллӑ хӗрлӗ галстукне канӑҫсӑррӑн тӳрлеткелерӗ, хӑмӑр плащ тӳмине хыпалансах вӗҫертрӗ, чӗри темле йӗркесӗртерех тапма пуҫланине сиссе пуҫне чӳрече еннелле чалӑштарчӗ, уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь те вӑл автобусра хӑй тӗлӗнчи чӳречене пӑртак уҫса пуҫне тулалла чалӑштарнӑ: капла уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллиех сывлатӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Санӑн ҫунатсӑрах сывлӑша вӗҫсе, чӑмса хӑпарас килет, ҫӳлтен аяла та мар, аялтан ҫӳле чӑмас килет!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Хӑйне курса ларакансӑр вылякан актер вӑл — ҫул тарӑх чупакан самолет, пурте йӗркеллех пулни те, вӑл автомобиль пек ҫӗр ҫийӗн чупать. Куракансем театра пырсан вара — актерӑн ҫунатсем ҫитӗнеҫҫӗ те — ҫав самолет сывлӑша вӗҫсе ҫӗкленет!» — тенӗ А. Д. Попов.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл самолет сывлӑша ҫӗкленсен пӗрмаях чӳречерен пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӳҫӗ те пылак тӗтӗмлӗ сывлӑша сывлани ӑш-чике лӗклентерет, туртас килнине вӑйлатать.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пулать! — аллипе сывлӑша сулмаклӑн кастарчӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех