Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сулӑнса (тĕпĕ: сулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗркӗшнӗ хушӑра сулӑнса кайнӑ йывӑҫ туратти, ҫамкаран ҫат ҫапса, мӑкӑль сиктерсе кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Куҫне уҫсан, Левен хӑпӑл-хапӑл ҫӗкленме пӑхать, сулӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Светлана шартах сикрӗ, шуралса кайрӗ, сулӑнса каясран аран ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Упӑшки, арӑмӗ ҫумӗнче хӑрӑк турат пек ҫеҫ курӑнаканскер, мӗнле тӑнӑ ҫаплах пӗр еннелле сулӑнса каять, сӗтеле пырса ҫапӑнать, икӗ турилккене урайне ӳкерсе сӗлӗ пӗрчи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрин хыҫҫӑн теприне пуҫ урлӑ йӑта-йӑта ҫапрӗ вӑйлӑ Эрхип, анчах ҫав хушӑра темскер килсе ҫапнипе куҫӗ хуралса килчӗ те, вӑл, чӑнкӑ ҫыран ҫинчен сулӑнса, ҫырманалла кусса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халран сулӑнса ҫитсен тин Улька ишсе кайнӑ ҫыран ҫине тухса ларчӗ, сӑнран ӳкрӗ, ҫан-ҫурӑмӗ сиксе чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах пӗр-икӗ утӑм тусанах сулӑнса кайрӗ, урайне кӗрӗслетсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫывӑхра ларакан Изосимыч ют арҫынсем патне вӑр-вар пырса калаҫма тытӑнчӗ кӑна — маларах тӑраканни пирӗн десантника сулмаклӑн сулӑнса мӗнле ҫапрӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Унталла та кунталла хӑвӑрттӑн сулӑнса тарас пек хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тӗрӗслевҫӗ сулӑнса кайрӗ, чутах ӳкетчӗ, аллисемпе питне хупласа йытӑ пек айккинелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас сулӑнса илчӗ, парне хыҫҫӑн тапса сикес терӗ пулас, анчах та шухӑшне улӑштарчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас тараса тӑрни пек сулӑнса илчӗ, хӑйпе пӗрле унӑн усал мӗлки те сулкаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен пӗтӗм хавалне пухса малалла ӳпӗнчӗ те хыттӑн сулӑнса кайса ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чӑтма ҫук тарӑхнӑ усал кайӑк хӑрушла ахлатса сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Ак ҫак юлташ, — вӑл Завьялов еннелле сулӑнса илет, — сирӗнпе курнӑҫасшӑн ҫунать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эп сулӑнса кайрӑм пулмалла, — шухӑшлать Завьялов, — тӗлӗнмелле-ҫке ку, хам ним те сисмерӗм, пуҫ кӑна кӑшт ҫаврӑнать…»

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӑл алӑк патнелле ыткӑнчӗ, анчах сулӑнса кайрӗ те, хӑйне Завьялов ярса тытман пулсан, ҫавӑнтах ӳкетчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара, енчен енне сулӑнса, пуканран, кӑмакаран тыткаласа, картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Макар Кузьмич сулӑнса кайрӗ, ӳкетчӗ те пуль, анчах ҫав самантра хыҫалтан тӑраканни ӑна тепӗр енчен тӑхӑнтартса ячӗ те, вӑл каллех тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Салтак сулӑнса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех