Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Стрелоксен (тĕпĕ: стрелок) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

1936 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ОКДВА ҫарӗнчи стрелоксен 40-мӗш дивизин уйрӑм танк батальонӗн штаб пуҫлӑхне лартнӑ.

15 января 1936 года - назначен начальником штаба отдельного танкового батальона 40-й стрелковой дивизии ОКДВА.

Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

1932 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа — ОКДВА ҫарӗнчи стрелоксен 12-мӗш дивизийӗн 11-мӗш уйрӑм танк батальонӗн вӗренӳ ротин командирӗ.

С 15 марта 1932 года - командир учебной роты 11-го отдельного танкового батальона 12-й стрелковой дивизии ОКДВА.

Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

1929 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнчен — стрелоксен 56-мӗш дивизин 166-мӗш стрелоксен полкӗн рота командирӗ тата политрукӗ.

С 1 августа 1929 года - командир и политрук роты 166-го стрелкового полка 56-й стрелковой дивизии.

Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

1926 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен – стрелоксен 43-мӗш дивизин 127-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирӗ.

С декабря 1926 года - командир взвода 127-го стрелкового полка 43-й стрелковой дивизии.

Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

1926 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа — стрелоксен 16-мӗш дивизийӗн 46-мӗш стрелоксен полкӗн взвод командирӗ (Ленинград ҪО).

С 15 сентября 1926 года - командир взвода 46-го стрелкового полка 16-й стрелковой дивизии (Ленинградский ВО).

Максимов Георгий Максимович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Ҫакӑншӑн ӑна, стрелоксен 397-мӗш дивизийӗн 447-мӗш Пинск полкӗн 45 миллиметрлӑ тупӑсен батарейин командирне Яков Андреевич Инедеркин лейтенанта, Совет Союзӗн Геройӗн ятне те памалла пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Илья Волков рядовой Германире 5-мӗш Армин 1054-мӗш стрелоксен полкӗнче службӑна малалла тӑсать, Аслӑ Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Латви ССРӗнчи Либава хулинчи 281-мӗш стрелоксен полкне лекет вӑл, 9 уйӑхран вӑрҫӑ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ветеран 102 ҫулпа пырать // Галина МАЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/%d0%b2%d0%b ... %82%d1%8c/

Акӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче стрелоксен 359-мӗш полкӗ тӑнӑ техникумра Асӑну хӑми уҫнӑ (пуҫаруҫи - Вячеслав Алексеев), пирӗн организаципе краеведени музейӗн директорӗ Елена Шарипова пуҫарнипе тата «Звездопад» общество ертӳҫи Владимир Яковлев пулӑшнипе 1958 ҫулта ТУ-104А самолет ӳкнӗ Ҫӗн Мӗлӗш ҫывӑхӗнчи уйра Асӑну стели лартма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Пӳрт пӑснӑ чухне вӑл стрелоксен пӑшалӗн патронӗсене тата сирпӗнекен хатӗр тупнӑ.

При разбирании помещения он нашел патроны стрелкового ружья и взрывчатое вещество.

Килте 12 ҫул патронсем упранӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32063.html

Ку тӗлӗшпе пищальсемпе, мушкетсемпе, пӑшалсемпе перекен стрелоксен йышне ӳстерсе пынӑ.

Для этого все больше увеличивали число стрелков из пищалей, мушкетов, ружей.

Нумай кӗпҫеллӗ пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Сан-Саба таврашӗнче юланутлӑ стрелоксен эскадронӗ хӗрлӗ ӳтлӗ пиратсен ҫулне пырса татнӑ.

Краснокожих перехватил небольшой эскадрон конных стрелков в окрестностях Сан-Саба.

LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эсир Пӗрлешӳллӗ штатсенчи пехотӑн ҫутӑ кӑвак формине тӑхӑннӑ салтаксене, драгунсен кӑвак тӗслӗ, стрелоксен ҫутӑ симӗс тӗслӗ мундирӗсене курӑр.

Вы увидите голубую форму пехоты Соединенных Штатов, синие мундиры драгун, светло-зеленые — стрелков.

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Акӑлчансен окопӗсем ҫийӗнче стрелоксен пуҫӗсем курӑннӑ.

Над английским окопом виднелись головы стрелков.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Хӗрлӗ Ҫар хӑвӑрт куҫса пынипе, вӑйлӑн пыра-пыра ҫапнипе, стрелоксен подразделенийӗсемпе артиллери атакисене пула нимӗн тума аптраса ӳкнӗ тӑшман хӑйӗн позицийӗсене пӑраха-пӑрахах тарать; ҫапӑҫу хирӗсенче вилнисене кӑна мар, аманнисене те пӑрахса хӑварать.

Противник, подавленный быстротой ее действий, силой натиска, превосходством в стрелковых и артиллерийских атаках, бросал позиции, оставляя на месте боя не только убитых, но и раненых.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Уҫланкӑра унта та кунта стрелоксен сӑрӑ шинелӗсем курӑнса кайрӗҫ; вӗсем аллисенчи винтовкисене малалла кӑнтартса тытса чупаҫҫӗ.

По всей лужайке замелькали шинели стрелков, бегущих со штыками наперевес.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ирхи хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ уҫланка тухсан, юланутҫӑсем стрелоксен цепьне курчӗҫ.

Выбравшись на озаренную утренним солнцем лужайку, всадники увидели стрелковую цепь.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Стрелоксен цепӗнче выртнӑ чухне вӑл тӑшман окопӗсем патне чупса ҫитсе, унта гранатӑсем ывӑтса тултарасси ҫинчен кӑна шухӑшланӑ пулӗччӗ.

Лежа в цепи стрелков, он думал бы только о том, чтобы добежать до вражеских окопов и забросать их гранатами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чупса ҫитнӗ дикарь кӑтартнипе унӑн юлташӗсенчен вунӑ ҫын, стрелоксен взвочӗ пек, часрах пӗр йӗркепе саланчӗҫ.

По знаку прибежавшего дикаря человек десять его товарищей быстро рассыпались цепью, как взвод стрелков.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех