Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сталинград (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче — батальон комиссарӗ, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн Ленин орденӗллӗ 1-мӗш стрелоксен гварди дивизин политпай инструкторӗ, 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче — аслӑ батальон комиссарӗ, 62-мӗш Сталинград фронтӗнчи ҫарӑн апат-ҫимӗҫ пайӗн политика енӗпе ӗҫлекен начальникӗн ҫумӗ, 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче — интендант службин гварди подполковникӗ, Пӗрремӗш Белоруҫ фрончӗн 8-мӗш Гварди ҫарӗн трофейсен пайӗн начальникӗ.

В феврале 1942 года — батальонный комиссар, инструктор политотдела 1-й Гвардейской стрелковой ордена Ленина дивизии Юго-Западного фронта, в декабре 1942 года — старший батальонный комиссар, заместитель по политической части начальника продовольственного отдела 62-й армии Сталинградского фронта, в сентябре 1944 года — гвардии подполковник интендантской службы, начальник трофейного отдела 8-й Гвардейской армии Первого Белорусского фронта.

Спасов Лука Семёнович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BF%D ... 0%B8%D1%87

Тетӗшӗ Женя вара, Саратовра летчиксем хатӗрлекен кӗске курссене пӗтернӗ хыҫҫӑн, Сталинград хулине хӳтӗленӗ ҫӗрте, летчик пулса, ҫапӑҫусене хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Вучах ҫӗнӗрен тӗлкӗшме тапратать, нимӗҫсем Сталинград патӗнче парӑннӑшӑн вӑл та хавасланмаллипех хавасланать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

1942 ҫулта, уйрӑмах чӳк уйӑхӗнче, Сталинград патӗнче хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Картӑ ҫинче чи пысӑк заводлӑ хуласене тупӑр: Магнитогорскпа Сталинска {металлурги завочӗсем), Мускавпа Горький хулисене (автомобиль завочӗсем), Сталинград, Харьков тата Челябинск хулисене (трактор завочӗсем), Саратовпа Запорожье хулисене (комбайн завочӗсем) тата Ростов хулине (ялхуҫалӑх машинисем тӑвакан завод).

Найдите на карте города, в которых находятся крупнейшие заводы: Магнитогорск и Сталинск (металлургические заводы), Москву и Горький (автомобильные завозы), Сталинград, Харьков и Челябинск (тракторные заводы), Саратов и Запорожье (заводы комбайнов), Ростов (завод сельскохозяйственных машин).

Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче, хӑй ҫитмӗл ҫултине пӑхмасӑрах, ятлӑ профессор тин ҫеҫ совет салтакӗсем нимӗҫ вӑрӑ-хурахӗсенчен тасатнӑ Сталинград, Ростов, Смоленск хулисенче йӗркеленӗ учительсен курсӗсенче лекцисем вуланӑ, вӑрҫӑ юхӑнтарнӑ хуҫалӑха хӑвӑртрах ура ҫине тӑратма чӗнсе халӑха хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ара, вӑл Сталинград патӗнчен Берлина ҫитиччен ҫуран утса тухнӑ салтак-ҫке!

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен Юрмейкейкинсен аслӑ ывӑлӗ Сталинград таврашӗнче пуҫ хунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сталинград гарнизонӗнчи танкист-сержант тӑван подразделенипе сывпуллашсанах гидроэлектростанци управленийӗ еннелле утнӑ, ҫав каҫах строительсен общежитийӗнче паттӑрсен ыйхипе тӗлӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Сталинград, Куйбышев, Горький, Саратов…

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Сталинград патӗнчи ҫапӑҫура аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Тӑванӗсем каласа хӑварнӑ тӑрӑх, Г.Козлов салтак 1942 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Атӑл урлӑ Сталинград хулине каҫнӑ чухне тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Сталинград облаҫӗнче Дон ҫинчи Калач хули патӗнче декабрӗн 9-мӗшӗнче пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Сталинград патӗнче Паулюс фельдмаршалӑн 6-мӗш ҫарне Дон фрончӗн 1-мӗш гварди танк корпусӗн йышӗнче хупӑрласа илме хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

«Память народа» сайт-порталта ҫырнӑ тӑрӑх вӑл та 66-мӗш Армине кӗнӗ 84-мӗш стрелковӑй дивизин 31-мӗш полкӗн йышӗнче Сталинград патӗнче ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Бригада командованийӗ йӑмӑкӗ — Нина Тимофеева патне янӑ ҫырура А.Тимофеев аслӑ сержант ҫак ҫапӑҫура вилни, ӑна Сталинград облаҫӗнчи Городище районӗнчи «Челюскинцы» совхоз территорийӗнче пытарни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

1942 ҫулта иккӗшӗ те Сталинград фронтне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Унтан Сталинград фронтӗнчи 66-мӗш Армине кӗнӗ 62-мӗш стрелковӑй дивизие лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Совет Ҫарӗ Ленинграда хупӑрласа тӑракан тӑшман ункине ҫапса аркатрӗ, унтан Сталинград патӗнче фашистсен ҫирӗм икӗ дивизине ҫавӑрса илсе тӗп турӗ, сӗмсӗр хурахсене анӑҫалла хӗсме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ Сталинград патӗнчен аманнисем нумай киле пуҫларӗҫ, вырӑн ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех