Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах та хӗрача сисетчӗ, куратчӗ, юратмастчӗ ӑна иккӗмӗш ашшӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Таҫтан-муртан сисетчӗ вӑл эп пахчана кӗнине, каллех нимӗн пулман пекех ҫитсе ларатчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Эп шӑхлич тума тытӑннине Альдонна таҫтан-муртан сисетчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Сисетчӗ вӑл пур пӗрех.
11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫыннӑн юратӑвне те сисетчӗ пуль кашкӑр ҫури, ун хыҫҫӑн юлмасӑр ҫӳрерӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Тепри тӳрӗ те ӑслӑ кӗнекесен святой сывлӑшӗ ӑшне кӗрсе тухнӑскер, куллен-кун пулакан хӑрушӑ япаласен ҫӗнтерӳллӗ вӑйне астуса тӑрса, ҫав вӑй ҫӑмӑллӑнах унӑн пуҫне татма пултарнине, вараланчӑк ура тупанӗпе пусса чӗрине лапчӑтса хума пултарнине сисетчӗ, вара кирек мӗнле тавлашма та, ҫапӑҫма та хатӗр пулса, ват шӑлӗсене ҫыртса, чышкисене чӑмӑртаса пит хыттӑн хирӗҫ тӑратчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл юлташӗсем хӑйне ним вырӑнне те хуманнине, хӑйӗнчен куласшӑн пулнине сисетчӗ те вӗсем ҫине кичемлӗн кӗтсе тӑракан куҫӗсемпе пӑхатчӗ; унӑн сӑн-пичӗ тӑмсайла пек пулса каятчӗ, анчах вӑл: «Ну, часрах, кулсамӑр эппин»… тесе каланӑ пек туйӑнатчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ хӑш-пӗр сӑмахсем мана лайӑх пулманнине сисетчӗ пулмалла, ҫавӑнпа та час-часах вӑл калакалатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫывӑрманнине вӑл яланах сисетчӗ, тата мӗнле ӗҫ мана ҫывӑрма паманнине те тӗп-тӗрӗс чухласа илетчӗ.Она всегда знала, когда мне не спалось, и безошибочно угадывала, какое из событий дня мешает уснуть.
51 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Аттесӗр ачалӑх тивлечӗ Синкер хумӗпе ҫапнине Сисетчӗ ҫав чунӑм, пӗлетчӗ Ун пӑр пек шӑнтан сиввине.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
- 1