Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юпитерӑн атмосфери ҫав тери сивӗ: ученӑйсем виҫсе пӗлнӗ тӑрӑх, унӑн температури 140 градус сивве ҫитет.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Мускавра та 23 градус сивве ытлашши сивӗ тесе шутламастпӑр.Ведь и в Москве мороз в 23 градуса не считается чересчур большим.
Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хаяр шартлама сивӗ хӗл вара ҫывхарсах пынӑ, кӑнтӑрти поляр ҫӗршывнелле ишекенсем хӑйсемех ҫав сивӗ хӗле хирӗҫ пынӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Сивӗ чир, чӗтретет мана, — терӗ вӑл сӑмаха татса, сасси те унӑн сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек улшӑнчӗ.— Болотная лихорадка, — ответил он глухо и отрывисто, точно припадок перебивал ему голос.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Питех те чунӗ тунсӑхлать Викторӑн, ӑшӑ килтен халь-халь сивӗ ҫил ҫине тухас пек (ӑсатаканӗсем вара, ырӑ ҫул сунса, начар ҫанталӑк ҫинчен калаҫса, алла чӑмӑртаҫҫӗ ҫеҫ, пӗри те, сивве тухса, юнашар утасшӑн мар-мӗн).
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Сивви — сивӗ ӗнтӗ, чӑн та, — тенӗ Фома, шухӑша кайса.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тулта — сурса сурчӑк ӳкми сивӗ, ҫавнашкал сивве Донбасра ҫынсем нумайранпа курман.На дворе был лютый мороз, какого люди в Донбассе давно не помнили.
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Тимахви малтан урине чиксе шыв сиввипе сивӗ маррине тӗрӗслет, унтан, чӗркуҫҫи таран кӗрсе, шыва ывҫипе ӑсса илсе хӑйне асӑрхануллӑн йӗпетет.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сивӗ шыв патне иккӗн пӗрле пӗшкӗнсе, йытӑпа ҫын нумайччен ҫав сивӗ те тутлӑ шыва ҫӑткӑнланса ҫӑтрӗҫ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫулла пулсан — шыва кӗретӗн, ирсерен хӑвӑн ҫине сивӗ шыв сапатӑн акӑ, вара саншӑн хӗлле те сивӗ хӑрушӑ пулмасть.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав хӗрлӗ хӗвел ҫак сивӗ ҫӗршыва нумай-нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ тӗттӗм ҫӗр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн, халӗ ӗнтӗ «сивӗ пурнӑҫ» текен ҫӗр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн килсе тухнӑ-ҫке-ха.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫук, атте, мана сивӗ мар, пӗрре те сивӗ мар.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ ӗнтӗ чуллӑ Чатырдаг пӗтӗмпех юр айне пулчӗ, чулсем ҫинче хӗллехи сивӗ пӗлӗтсем, чулсене хыпашласа тытнӑ пек, тытӑнса тӑраҫҫӗ, пӑрланнӑ сукмаксем тӑрӑх пынӑ чух ура шӑвать, шывӗ те ӗҫме ҫук питӗ сивӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сивӗпе хытса кайнӑ кӗске кӗрӗклӗ мотопехотинецсем пичӗсене сивӗ ҫилтен аллисемпе хӳтӗлесе, танк ҫумне пӑявпа ҫыхнӑ каска ҫине ҫӑматтисемпе тӗрӗнсе пычӗҫ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Анчах та чи кирли уншӑн вӑл пулман-ха: инкеклӗ пурнӑҫра та савӑнма пӗлекен хӗвеллӗ Францирен килнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн батальонӗпе пилӗк уйӑх хушши тӗксӗм те сивӗ вӑрманта пурӑнса, вӑл хӑйӗн шалти темле туйӑмӗпе ҫак ӑнланса илмелле мар совет ҫыннисенчен, ҫак сивӗ те тискер ҫанталӑкран, ҫак никам та пурӑнман вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрмантан хӑрама пуҫланӑ; кунта кашни кӗрт хӳнӗ вырӑнтан, кашни тӗм, кашни тунката хыҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен пӑшал сасси илтӗнме пултарнӑ; кунта, фронтран аякра, шалти тылра пӗр салтӑнмасӑр, авӑрланӑ револьвере пуҫ айне хурса ҫывӑрма тивнӗ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Кунсем сивӗ тӑраҫҫӗ, урамсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме сивӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр чух пӗр-пӗр магазина кӗрсе, кӑштах ӑшӑнать, унтан малалла каять.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Шартлама сивӗре мӑрье темӗншӗн яланах питӗ вӗри пулать, ҫавӑнпа та Лобзика пӗр енчен сивӗ ҫапать, тепӗр енчен вӑл ҫатма ҫинчи пекех шарикленет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Мачча ҫинче сивӗ, ҫапах та мӑрье ӑшӑ, Лобзик ытлашшиех шӑнмасть, анчах, тӗрӗссипе калас пулсан, тепӗр чухне Лобзика пӗр вӑхӑтрах сивӗ те, ӑшӑ та пулни аптратать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ирхине тӑтӑм та — зарядка питӗ тӑвас килмест манӑн, — анчах эпӗ зарядка турӑм, унтан сивӗ шывпа ҫӑвӑнма кран айне кайрӑм, мӗншӗн тесен манӑн сивӗ шывпа та ҫӑвӑнас килместчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.