Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Сатана!
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
«Эсӗ сывах юлнӑ-им-ха, сатана хӗрӗ?
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑван ҫӗршыва сутни, коррупци, взятка, чунсӑрлӑх, ҫынна вӗлерни, пусмӑрлани, ҫаратни, вӑрлани, улталани, тӳрккеслӗх, путсӗрлӗх, аскӑнлӑх, мӑнкӑмӑллӑх, тирпейсӗрлӗх, хуҫасӑрлӑх, сӳрӗклӗх, тӗттӗмлӗх… — э-эй, ӑҫтан асӑнса пӗтерӗн ку Сатана Дьявол ҫуратса, вӗрсе-сурса, ҫулласа-тачкалатсах тӑракан «ҫӑпансен» ячӗсене?
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Кӑкӑрӗ ҫине «Сатана Дьявол» тесе ҫырнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ҫӗр ҫинчи кашни этеме ҫемье ҫавӑрма, йӑх тӑсма, чун та чӗм пурӑнма пӗртен-пӗр чун савни пӳретӗп, анчах хӗрпе качча пӗр-пӗрин патнелле хывӑннӑ ҫултан час-часах аслӑ шуйттан — Сатана Дьявол — пӑрса, аташтарса ярать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗл: хальлӗхе ҫӗр ҫинче эпӗ мар, эпӗ хам патшалӑхран чикӗсӗр мӑнкӑмӑллӑхӗшӗн хӑваласа янӑ шуйттан — Сатана Дьявол — хуҫаланать, вӑл тӳпенелле кармашакан ҫын шӑпине ҫӗр ҫине туртса ӳкерет, ҫылӑх авӑрне тӗртсе ярать, путарать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ пӗртен-пӗр кӑна, анчах Сатана Дьявол ҫынсен мана ӗненӗвне юри пӗр-пӗринпе хирӗҫмелле вакласа-пӑтраштарса пӗтернине пула ҫынсем те мана ҫав «вак» тӗнсенче тӗрлӗ ятран чӗнеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Чи малтанах ҫакна пӗл: ҫак вӑрмана сана, кӑмпа хайлипе, паян ҫӗр ҫинче ҫынсене мана хирӗҫле ӗҫсем тума хӗтӗхлесе пурӑнакан усалсенчен пӗри, вупкӑн, Аслӑ Шуйттанӑн — Сатана Дьяволӑн — пулӑшаканӗ астарса килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Изыди сатана! — сӑхсӑхса илчӗ пачӑшкӑ!
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эпӗ сана вӗлеретӗп, сатана!
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Паллах ӗнтӗ, тусанланса пӗтнӗ сатана мӗнлерех пулнине Сергей нихҫан та курман, анчах ҫапла тени ӑна килӗшрӗ, мӗншӗн тесен, вӑл ҫул ҫинче питех те тусанланса пӗтнӗ, хӑлхисене те, сӑмсине те тусан кӗрсе тулнӑ, ӑна ҫуса тасатма та ҫӑмӑлах мар иккен…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫӑвӑнас та урӑх кӗпе тӑхӑнас, — тесе шухӑшларӗ вӑл, хӑйӗн тӗреклӗ мӑйне сивӗ шыв айне тӑсса. — Инкек ҫине, леш Маргарита Федоровна текенни пит паллӑ ҫын пулсан, эпӗ пӗтӗмпех тусан айне пулнӑ-ҫке, сатана пек».
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Акӑ сана, усал сатана, ҫӗр ҫӑтман!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сатана, ӑна курсан, ҫылӑхлисем хыҫҫӑн, кӑрттӑш пулӑ пек, шӑтӑка чӑмать, тем кӗреслетни илтӗнсе каять, хутран тунӑ чулсем пӗр-пӗрин ҫине тӳнеҫҫӗ, шуйттансем вара, ӗҫ пӗтнипе савӑнса, канма чупаҫҫӗ, — чаршав хупӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗр хӗр хӑйпе калаҫса тӑракан ҫын кошелёкӗнчен темиҫе манит кӑларса илет, — шуйттансем ӑна ҫав самантрах ярса тытаҫҫӗ те, Сатана телейне, пӗтерсе те хураҫҫӗ; лешӗ — Сатани — савӑнса, урисене сулласа ларать, йӗрӗнчӗклӗн ихӗлтетет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗр чулӗ ҫинче, куҫне мӑчлаттарнипе хӑйӗн ырхан та хӗрхӗлтӗм питне тискерлетсе, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑ Сатана ларать; вӑл, тупӑшлӑ ӗҫ тунӑ ҫын пек, аллине сӑтӑркалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
2. Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ; 3. ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1