Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑхаҫҫӗ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура ӑслӑ куҫӗсем ҫеҫ яланхи пекех лӑпкӑ, анчах вӗсем халӗ тарӑнрах, тинкеререх пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Куҫсем пӗр-пӗрне шыраҫҫӗ, сӑнаса пӑхаҫҫӗ, анчах вӗсенче унчченхи хаваслӑх курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗкӗ пек авӑнса тӑракан ҫинҫе куҫ харшийӗсем айӗпе пысӑк кӑвак куҫсем хаваслӑн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ют ҫын ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ, хытӑ пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӑл хӗре тем каласа култарать, ҫав самантрах ҫӑткӑн куҫӗсем унӑн пит-куҫне, ҫара мӑйне, кӗлетки-ҫурӑмне ҫисе ярас пек сӑнаса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Учительсем те уйрӑмах кӑмӑллӑ, шӳт тӑваҫҫӗ, пирӗн ҫине савӑк куҫпа тӗлӗннӗн, тинкерсе, сӑнаса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ярмаркӑра хӗр пӑхаҫҫӗ, вӑрлани те пулкалать.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ачасем тӗнче ҫине аслисенчен урӑхларах куҫпа пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Музейра паллашма пулать // Алена ПОЛЯКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d1%8 ... %82%d1%8c/

Пытармалли ҫук: «диван ҫинчи критиксем» хальхи пурнӑҫа хурлама хӑнӑхса кайрӗҫ, ыттисене те: «Пурте - япӑх, пурте - арканнӑ», - тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Вӗсен сассине илтсен мӗн пулнӑ-ши тесе ытти картасенчи кӑмпасем те пуҫӗсене ҫӗр айӗнчен кӑларса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

— Эсӗ тата кам? — хунарпа тепӗр хут ҫутатса пӑхаҫҫӗ тӗпчекенсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Аванах пӗлетӗн, Узин, тӗрмерен ларса тухнӑ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ чӑваш ялӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кунта, хӑйсен тӑван Чӑваш Ене килме ҫунаҫҫӗ, кунта вара, шел пулин те, юлхавлӑн пӑхаҫҫӗ, — Атлан ура ҫине тӑрса пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Чарӑн хӑвӑн артаклӑхна кӑтартма, йӗри-тавра халӑх ҫӳрет, пурте пирӗн ҫине пӑхаҫҫӗ, — ҫухалса кайрӗ Кирей, пуҫне айккинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эсир ухмаха ертӗр, йӗри-тавра ҫынсем пӑхаҫҫӗ вӗт, — хӑй Кирей аллине ачашшӑн шаплаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Иккӗшӗ те ҫул енне пӑхаҫҫӗ, иккӗшӗн те пӗр шухӑшсем.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кӑмака айне те пӑхаҫҫӗ, тӗпсакай алӑкне те уҫса йыхӑраҫҫӗ — ниҫта та курӑнмасть хӑй.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Николай Пшанковпа Светлана Козлова вӑкӑрсем пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ҫав хушӑрах: «Кусем манчченех арӑмпа ҫӳренӗскерсем мар-и-ха, ытла ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫумра упӑшки пурринчен те вӑтанмаҫҫӗ», — кӗҫех тем тытса хӗсетчӗ унччен мӑнаҫлӑн та ухмахла кӑртлатнӑ чӗрене.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан каланча ҫине улӑхса пӑхаҫҫӗ черечӗпе.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех