Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патшасен (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшасен брильянтсем тӑвӗ-тӑвӗпех выртаҫҫӗ.

— У королей их целые кучи.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // .

17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.

17. И увидел я одного Ангела, стоящего на солнце; и он воскликнул громким голосом, говоря всем птицам, летающим по средине неба: летите, собирайтесь на великую вечерю Божию, 18. чтобы пожрать трупы царей, трупы сильных, трупы тысяченачальников, трупы коней и сидящих на них, трупы всех свободных и рабов, и малых и великих.

Ӳлӗм 19 // .

9. Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.

9. Но вы смотрите за собою, ибо вас будут предавать в судилища и бить в синагогах, и перед правителями и царями поставят вас за Меня, для свидетельства перед ними.

Мк 13 // .

13. Ҫырса пынисенче тата Неемийӑн асаилӳ кӗнекисенче ҫакӑн пек калани пур: Неемия кӗнеке пуххи йӗркеленӗ майӑн патшасен кӗнекисемпе пророксен кӗнекисене, Давид кӗнекине тата мӗнле парнесем кӳни ҫинчен калакан патшасен ҫырӑвӗсене пуҫтарни ҫинчен каланӑ.

13. Повествуется также в записях и памятных книгах Неемии, как он, составляя библиотеку, собрал сказания о царях и пророках и о Давиде и письма царей о священных приношениях.

2 Мак 2 // .

48. Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен, патшасен аллинчен саккуна вӗсем ҫапла хӳтӗленӗ, ҫылӑхлӑ ҫынна ҫиеле тухма паман.

48. Так защищали они закон от руки язычников и от руки царей и не дали восторжествовать грешнику.

1 Мак 2 // .

18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».

18. И когда он говорил со мною, я без чувств лежал лицем моим на земле; но он прикоснулся ко мне и поставил меня на место мое, 19. и сказал: «вот, я открываю тебе, что будет в последние дни гнева; ибо это относится к концу определенного времени. 20. Овен, которого ты видел с двумя рогами, это цари Мидийский и Персидский. 21. А козел косматый - царь Греции, а большой рог, который между глазами его, это первый ее царь; 22. он сломился, и вместо него вышли другие четыре: это - четыре царства восстанут из этого народа, но не с его силою. 23. Под конец же царства их, когда отступники исполнят меру беззаконий своих, восстанет царь наглый и искусный в коварстве; 24. и укрепится сила его, хотя и не его силою, и он будет производить удивительные опустошения и успевать и действовать и губить сильных и народ святых, 25. и при уме его и коварство будет иметь успех в руке его, и сердцем своим он превознесется, и среди мира погубит многих, и против Владыки владык восстанет, но будет сокрушен - не рукою. 26. Видение же о вечере и утре, о котором сказано, истинно; но ты сокрой это видение, ибо оно относится к отдаленным временам».

Дан 8 // .

47. Патша Даниила ҫапла каланӑ: эсӗ ҫак вӑрттӑнлӑха уҫма пултартӑн пулсассӑн, сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ! тенӗ.

47. И сказал царь Даниилу: истинно Бог ваш есть Бог богов и Владыка царей, открывающий тайны, когда ты мог открыть эту тайну!

Дан 2 // .

37. Патша, эсӗ — патшасен патшийӗ; Тӳпери Турӑ сана патшалӑх, ирӗк, хӑват та чап панӑ; 38. Вӑл кирек ӑҫта пурӑнакан этем ывӑлӗсене, ҫӗр ҫинчи чӗрчунсемпе тӳпери вӗҫен кайӑксене сан аллуна панӑ, пурне те сана пӑхӑнтарнӑ.

37. Ты, царь, царь царей, которому Бог небесный даровал царство, власть, силу и славу, 38. и всех сынов человеческих, где бы они ни жили, зверей земных и птиц небесных Он отдал в твои руки и поставил тебя владыкою над всеми ими.

Дан 2 // .

19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, хамӑр аттемӗрсемпе патшасен тӳрӗлӗхне шанса кӗлтумастпӑр эпир Сан умӑнта; 20. Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне, Хӑвӑн хаярлӑхна янӑ.

19. Не по правдам отцов наших и царей наших мы повергаем моление сие пред лицем Твоим, Господи Боже наш; 20. ибо на нас Ты послал ярость Твою и гнев Твой, как говорил Ты чрез рабов Твоих, пророков.

Вар 2 // .

16. Эсӗ халӑхсен сӗчӗпе тӑранса пурӑнӑн, патшасен кӑкӑрне ӗмӗн, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвна Ҫӑлаканӗ иккенне, хӑвна Хӑтараканӗ, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ иккенне пӗлӗн.

16. Ты будешь насыщаться молоком народов, и груди царские сосать будешь, и узнаешь, что Я Господь - Спаситель твой и Искупитель твой, Сильный Иаковлев.

Ис 60 // .

7. Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.

7. Так говорит Господь, Искупитель Израиля, Святый Его, презираемому всеми, поносимому народом, рабу властелинов: цари увидят, и встанут; князья поклонятся ради Господа, Который верен, ради Святого Израилева, Который избрал Тебя.

Ис 49 // .

1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.

1. Так говорит Господь помазаннику Своему Киру: Я держу тебя за правую руку, чтобы покорить тебе народы, и сниму поясы с чресл царей, чтоб отворялись для тебя двери, и ворота не затворялись; 2. Я пойду пред тобою и горы уровняю, медные двери сокрушу и запоры железные сломаю; 3. и отдам тебе хранимые во тьме сокровища и сокрытые богатства, дабы ты познал, что Я Господь, называющий тебя по имени, Бог Израилев.

Ис 45 // .

Фараона эсир: «эпӗ ӑсчахсен ывӑлӗ, авалхи патшасен ывӑлӗ» тесе калайӑр-и?

Как скажете вы фараону: "я сын мудрецов, сын царей древних?"

Ис 19 // .

5-6. Халӑхсене хаяррӑн, тарса хӑтӑлмалла мар асаплантарнӑ, йӑх-ӑрусене кӑра ҫилӗпе хӗсӗрлесе тытса тӑнӑ йӗркесӗр ҫынсен патаккисене, патшасен туйисене Ҫӳлхуҫа тӗппипе аркатрӗ.

5. Сокрушил Господь жезл нечестивых, скипетр владык, 6. поражавший народы в ярости ударами неотвратимыми, во гневе господствовавший над племенами с неудержимым преследованием.

Ис 14 // .

19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.

19. И Господь не замедлит и не потерпит, доколе не сокрушит чресл немилосердых; 20. Он будет воздавать отмщение и народам, доколе не истребит сонма притеснителей и не сокрушит скипетров неправедных, 21. доколе не воздаст человеку по делам его, и за дела людей - по намерениям их, 22. доколе не совершит суда над народом Своим и не обрадует их Своею милостью.

Сир 35 // .

4. Патшасен мар ӗҫмелле эрехе, Лемуил, патшасен мар, ҫиккере те пуҫлӑхсен ӗҫмелле мар: 5. ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, вӗсем саккуна манса кайӗҫ, сутри ӗҫе пусмӑр тӳсекенсене хирӗҫ ҫавӑрса ярӗҫ.

4. Не царям, Лемуил, не царям пить вино, и не князьям - сикеру, 5. чтобы, напившись, они не забыли закона и не превратили суда всех угнетаемых.

Ытар 31 // .

2. Турӑ мухтавӗ — ӗҫе вӑрттӑнлӑхпа витесси, патшасен мухтавӗ вара — вӑрттӑнлӑха уҫса парасси.

2. Слава Божия - облекать тайною дело, а слава царей - исследывать дело.

Ытар 25 // .

17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.

17. Итак, если царю благоугодно, пусть поищут в доме царских сокровищ, там в Вавилоне, точно ли царем Киром дано разрешение строить сей дом Божий в Иерусалиме, и царскую волю о сем пусть пришлют к нам.

1 Езд 5 // .

18. Авессалом хӑй пурӑннӑ чухнех патшасен айлӑмӗнче хӑйне валли палӑк лартнӑ пулнӑ; вӑл: манӑн ятӑм ҫынсен асӗнче юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн манӑн ывӑл ҫук, тенӗ.

18. Авессалом еще при жизни своей взял и поставил себе памятник в царской долине; ибо сказал он: нет у меня сына, чтобы сохранилась память имени моего.

2 Пат 18 // .

24. Ҫав патшасене хӑй патне илсе тухсассӑн, Иисус Израиль ывӑлӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те хӑйпе пӗрле ҫӳренӗ ҫар ҫулпуҫӗсене каланӑ: пырӑр, ҫак патшасен мӑйӗ ҫине урӑрпа пусӑр, тенӗ.

24. Когда вывели царей сих к Иисусу, Иисус призвал всех Израильтян и сказал вождям воинов, ходившим с ним: подойдите, наступите ногами вашими на выи царей сих.

Нав 10 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех