Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Парнеленӗ (тĕпĕ: парнеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн, «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» тата ытти коллективсен артисчӗсем уява килнисене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускавра Акатуй иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%97/

Вӗсем ашшӗ-амӑшне икӗ мӑнук парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... at-3811039

Чи таса, чи ырӑ туйӑмсемпе хавхаланса парнеленӗ сӑнӳкерчӗксем.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Паллах, ҫамрӑк талантсем куракансен чӗрисене пултарулӑхӗпе тата артистизмпа парӑнтарнӑ, пурне те уҫӑмлӑн курӑм-туйӑм, лайӑх эмоци тата энерги зарячӗ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Алло, эпир талантсене шыратпӑр! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... -r-3806281

Ҫапла 2000 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен кашни кун атте парнеленӗ вездеход УАЗ автомобиль руль умне лараттӑм та ӗҫе каяттӑм, унтан каҫпа киле хамӑн юратнӑ упӑшкапа икӗ хӗр патне таврӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Ҫамрӑк предприниматель Сергей Иванов хӑнасене хӑй аллипе йывӑҫран касса кӑларнӑ оберегсем парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра — чи хастар ҫамрӑксем // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %b5%d0%bc/

Комсомольскинчи «Колосок», «Рябинушка», «Радуга», Урмаелӗнчи «Лейсан» ача сачӗсене ҫӳрекенсем, искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадет класӗсенче вӗренекенсем тата ытти уйрӑм юрӑҫӑсем сцена ҫинчен савӑнӑҫлӑ юрӑсемпе ташӑсем парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Асра юлмалла иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%97/

Социаллӑ пулӑшу паракан хӗрарӑмсенчен пӗрне вӗсем нумаях пулмасть баян парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ мӑшӑр, 7 ачана пурнӑҫ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Ҫакӑншӑн мар-и ӑна Турӑ вӑрӑм кун-ҫул парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Уяв пурне те ҫутӑ эмоцисем тата савӑк кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204

Масштаблӑ конкурс малалла професси ӳсӗмне хутшӑнакансене пурне те хӑватлӑ хавхалану парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ln-3764751

Юрий Николаевич хуҫалӑх ертӳҫипе мӑшӑрӗ икӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Аннен йӑмӑкӗн ҫемйи парнеленӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Яваплӑ ҫынсем, шкул ачисем, вӗрентекенсем, ача сачӗсен ӗҫченӗсем пире Ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене, ветерансене чысласа пурте асӑну палӑкӗ умӗне чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев ҫамрӑк армеецсене тав турӗ, малашне те патриотла туйӑмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма, пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсене яланах асра тыма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Вӗсем кашниех тухса калаҫнӑ май пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗ ҫынсене паттӑрлӑхшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Утмӑлтурат Уртемӗ ӗнер парнеленӗ самай хитре те кӗрен мӑкӑлӗсене хыпаласа та ачашласа пырса кӗрет хайхи правление.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Владимировсем 3 ача ҫуратса чӗкеҫ чӗлхи парнеленӗ, ӑса вӗрентнӗ, ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Вунӑ класс пӗтернӗ ҫулхине Левен, вӑрманлӑ ялта ҫуралнӑскер, вӑрмана чунтан килӗштерекенскер, «Хӑмпӑ» хӳрешкисем парнеленӗ «тута шыҫҫи» иртсе кайнӑ-кайман, Сыктывкара ҫитнӗччӗ абитуриент сукмакӗпе, унти ял-хуҫалӑх техникумӗн вӑрман уйрӑмне вӗренме кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех