Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паккань (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Паккань, пӑх-ха, кам унта чӳрече ҫӗмӗрет? — ыйтрӗ паҫӑрхи хӑйӑлти сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Паккань тени пӗр самант сасӑ памарӗ, чӗлӗм чӗртрӗ пулмалла, унтан ӳсӗркелесе илчӗ те, питӗ кирлӗ япала ҫинчен каланӑ пек, нимӗн кулмасӑр, анчах питӗ селӗппӗн палкама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ну-ка, Паккань, аҫу валли хӗр ҫураҫма кайни ҫинчен каласа пар-ха! — терӗ шалтан тахӑшӗ хӑйӑлти сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ав, мӗскӗн Паккань ӗҫмест, хӑйӗн те ӗҫмелли ҫук, ҫын та ӗҫтермест ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех