Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускавран (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мускавран ҫакӑн пек ырӑ ҫыру килсессӗн, — каласа кӑтартать писатель, — эпӗ хавхалансах «Кӑвак ҫӗмренӗн» хушса ҫӗнетнӗ вариантне йӗркепӗрлӗх (подстрочный перевод) тума тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ҫитменине хыпар илнӗ вӑл туран: «Патша ҫарӗ анать, тенӗ, Мускавран».

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумайӑшӗ ҫакна Шупашкарти эрех тӑвакан завода унӑн Мускавран килсе «прихватизациленӗ» ҫӗнӗ хуҫи юсав ӗҫӗсем пуҫарас, кивӗ оборудование ҫӗннипе улӑштарас тӗллевпе хупнипе сӑлтавларӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пӗрре, шӑранса тӑракан илемлӗ ҫу кунӗ, вӑл садри пӳртре канса ларатчӗ — сасартӑк портативнӑй приемник Мускавран правительство хыпарӗ пуласса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпир Мускавран икӗ паллӑ артист Шупашкара эрнелӗхе килни ҫинчен сӑмах тапратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ытти хӗрсем те, ман пекех, вӑрман касса курнӑскерсем мар, эвакуаципе Мускавран, Ленинградран, Киевран килнӗскерсем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Пирӗн хула Мускавран ҫӗр ҫухрӑм анӑҫалла.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таньӑсен пӗчӗк хули Мускавран хӗвеланӑҫнеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Сирӗн аҫу ытла кӑмӑллӑ ҫын. Ҫак вӑрманта пурӑнса кунашкал тапочкисене курман ӗнтӗ вӑл. Халӗ вӗсене юриех ҫапла ҫӗлесе кӑлараҫҫӗ, ҫӗтӗк пулман вӗсем. Кӑҫал анчах кӑларма пуҫланӑ. Мана вӗсене Мускавран пичче ярса панӑччӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл Мускавран Вӑрнар, Канаш станцийӗсем витӗр Хусана васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Нимле парне те пулмасть Мускавран сан валли.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускавран вӑтӑр пинлӗ ҫар чӗнсе илнӗ пулсан Горбатый-Шуйский пӑлхавҫӑсемпе урӑхларах калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Поход вӑхӑтӗнче Мускавран Хусана ҫитиччен юлан утпа килсе курчӗ-ҫке-ха вӑл, боярсем те, вӗсен ҫыннисем те утна чипер ҫӳреме пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курӑсӑн, Мускавран Атӑл таран утса тухнӑ паттӑр ҫар мар ку, хӑрушӑ тӑшмана парӑнтарнӑ ҫар та мар, ҫапкаланчӑк-сурханахсен, пасара килнӗ сутуҫ-кӑрлайсен ушкӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь Мускавран тухсан хула ҫывӑхӗнчи Коломенское текен ялта кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан патшапа ун ҫыннисем Остров ялне ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та аслӑ князь нумай пулмасть ҫеҫ Мускавран ӑсатнӑ полксене, вӗсене ертсе пыракан ҫамрӑк та хастар воеводӑсене шанчӗ: кусем тӑшман умӗнче тӳрех чакас ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич паян-ыран Мускавран тухса каяссине пӗлнӗ пекех, юлашки кунсенче ӑна элчӗсем тапӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулу сан ҫакӑн пек: Мускавран Рязане тухатӑн, вара Мещера урлӑ Сӑр шывӗ патне каятӑн, ыттисене унта кӗтетӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑванӑрсем килчӗҫ-им Мускавран?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хушнипе Мускавран Дмитрий Палецкий княҫпа Алексей Адашев окольничий килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех