Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кострома, Людмила тата эпӗ пӗрле хапха патӗнче, тенкел ҫинче ларатпӑр; Чурка Людмилӑн шӑлнӗне хӑйпе кӗрешме чӗнсе илчӗ, — вӗсем ыталашса тытса, хӑйӑр ҫинче тӑпӑртатса тусан кӑларса тӑраҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Людмилӑн ашшӗ, пӗр хӗрӗх ҫул ҫитнӗ хитре арҫын, кӑтраскер те уссилӗскер, хӑйӗн ҫӑра куҫхаршийӗсене темле ӑраснах ҫӗнтерӳллӗн вылятса ҫӳрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Укҫа пур чухне эпӗ тутлӑ япаласем илеттӗм, эпир чей ӗҫеттӗмӗр, сӑмавара ӑшӑтни ҫинчен Людмилӑн вӑрҫма юратакан амӑшӗ ан пӗлтӗр тесе, эпир ӑна сивӗ шыв ярса сивӗтеттӗмӗр.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Часах пире мунча умӗ кирлӗ те пулмарӗ: Людмилӑн амӑшӗ тир ӑсти патӗнче ӗҫ тупрӗ те, ирех вара килтен туха-туха каятчӗ, йӑмӑкӗ шкулта вӗренетчӗ, пиччӗшӗ изразец заводӗнче ӗҫлетчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Амӑшӗ Людмила хӑйне ҫакӑн пек хытӑраххӑн тыткаланипе савӑнӑҫа сивӗтнине туйрӗ те, унӑн сасартӑках Людмилӑн хавассӑр чунне хӑйӗн вутне хурас, ӑна чӗртсе хӗрӳлентерсе ярас ҫирӗп кӑмӑл ҫуралчӗ, — ан тив, вӑл та савӑнӑҫпа тулнӑ чӗрепе килӗшӳллӗн янӑратӑр.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӳлӗмри шӑплӑх амӑшне часах лӑплантарчӗ; Людмилӑн кӑмӑлӗ улшӑннине асӑрхаса, вӑл айӑпа кӗнӗ пек, хуллентереххӗн: — Эпӗ, тен, мӗн те пулин кирлӗ пек мар каларӑм пулӗ? — тесе ыйтрӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тепӗр темиҫе минутран амӑшӗ Людмилӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнче кӑмака умӗнче ӑшӑнса ларчӗ.Через несколько минут мать сидела, греясь у печки, в маленькой комнатке Людмилы.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
- 1