Шырав
Шырав ĕçĕ:
Леререх, ав, Лапрашки кинеми аппаланать хӑйсен кӳршипе — вуннӑри Мишшапа.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Кӑшт леререх колхоз йӗтемӗ пулмалла.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Леререх Атӑл, Хусан ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хӑйсенчен пилӗк кил урлӑ леререх пурӑнакан Каҫӑр Куҫмапа Пӑлтӑр Пӑлаки хӗрӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Патак та пулсан илес-ха тесе хам умран 20-25 сантиметр леререх ҫӗре чикӗнсе тӑракан селӗм туя патне туртӑнтӑм.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Авӑ виҫӗ ҫухрӑм ытла леререх йӑмра айне пулнӑ чуна ҫывӑх ял, сылтӑмарах — ҫӑва, ун тавра чӑрӑш лартнӑран тата тӗрлӗ йывӑҫ шӑтса тухнӑран пӗчӗк ката тейӗн ӑна.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Кӗпертен леререх — шурӑ йӗрпе туртса пайланӑ тӳрӗ мар урам.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Тата леререх кайсан, ытла ирхи ҫуркунне пулин те, вӑрмансем ҫӑра тӗксӗм ҫулҫӑ кӑларнӑ.А еще дальше, несмотря на раннюю весеннюю пору, леса покрыты густой темной листвой.
Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пӑртак леререх кайсан тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ юр выртакан вырӑнсем тӗл пула пуҫларӗҫ.
Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тата кӑшт леререх кайсан.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
— Шу-ха леререх… — чӗпӗтсе илчӗ вӑл.
XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ил уруна леререх!
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тата леререх, котлованӑн леш пуҫӗнче, пулас ҫуртӑн пӗр пайӗ — икӗ хутлӑ каркас ҫӗкленнӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӑшт леререх электросварщиксем сӑвай юписем ҫине арматура майлаштараҫҫӗ, вӗсен ҫумӗнчех платниксем арматура каркаланчӑкӗ тавра опалубка вырнаҫтараҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте монтажниксем никӗс-стакан ҫине бетон юпа лартаҫҫӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унтан леререх ялан сип-симӗс чӑрӑш.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кунта ачасем те чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, арҫынсем танлӑн калаҫкаласа тӑраҫҫӗ, вӗсенчен леререх — хӗрупраҫсем, вӗсем кам ҫӗнтересси пирки тавлашаҫҫӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗрешекенсенчен леререх — ухӑпа перекенсем, вӗсене чӑвашсем тӗкӗрҫ теҫҫӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла аппаланса пынипе сисмен те вӑл, шоссе хӗрнех ҫитсе тухнӑ-мӗн, акӑ юлашки ҫамрӑк хыр туратланса ӳсет, кӑшт леререх шоссе курӑнса выртать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ҫавӑнта, ав леререх, сӑмса тутри вӗҫсе ӳкрӗ те чӳречерен…
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Малтан ҫывӑхрисем, унтан леререх урамра пурӑнакансем.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.