Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутӑ хуралӑхран кунталла кӗсменсем харӑссӑн чамплаттарни, хальлӗхе уйӑрма ҫук кӑшкӑру чупаҫҫӗ, кӗсмен темӗскере лексе чӗриклетрӗ; акӑ шлюпка карапӑн ҫурма ҫутине кӗчӗ; лейтенант трап патне пычӗ.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Чӑнах та, кӗсмен халӗ те Костьӑна итлесех каймасть — пӗрре шыва анса каять, тепре ҫиелтен шуса иртет, кимӗ вара сылтӑмалла та сулахаялла пӑркаланать, анчах Ефим Кондратьевич сайра хутран хӳре тытса пымалли кӗсменпе авӑскаласа илет, кимӗ вара малалла хӑвӑрттӑн шуса каять.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл пиҫиххи хушшинчен пуртӑ туртса кӑларчӗ, тӳрӗ те ҫирӗп турат касса илчӗ, пӗрре куҫ хупса иличчен тенӗ пек унран кӗсмен пекки турӗ, йывӑҫа тӗртсе сулла аяккинелле сулӑнтарчӗ те кӗсменӗпе ишме тытӑнчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ман хыҫра кӗсмен унки чӗриклетни тата кӗсменсем авӑсни илтӗнчӗ.Я слышал, как за спиной скрипели уключины, хлопали по воде весла.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эсир кимӗсем кӑпӑклӑ йӗр хӑварса пынине куратӑр, унта, кӗсмен хумхатнипе, тӑварлӑ шыв кӑпӑкӗсем сиккелесе пыраҫҫӗ; эсир шыва тирӗнекен кӗсменсен пӗр кӗвӗллӗ сассине итлетӗр, шыв тӑрӑх хӑвӑр патӑра ҫитиех янӑраса пыракан сасӑсене, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсене илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Авӑсакан кӗсменсем сунарта ӑнсӑртран хуҫӑлсан, хӳрери кӗсмен ӑста алӑра вельбота урса кайнӑ кит ҫапассинчен хӑтарма пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Патакӗпе вӑл, кӗсмен пек, кимӗ ҫулне тӳрлетме хӑтланать.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Халӗ ӗнтӗ Ҫтаппан мучи, юлашки арӑмӗпе хирлешсе, малтанхи арӑмӗсемпе ачисене «сӑйланӑ» пуклак, хӗрхӳ, чунхуратмӑш, хисепсӗр сӑмахсене ҫӗннисемпе пуянлатрӗ: «вӑрӑ», «кӗсмен», «ыйткалакан», «хура ҫӗлен»…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Акӑ Карачӑмсен киммине хумсем ҫине-ҫине темиҫе пырса ҫапрӗҫ, ун ҫинчи ҫынсем пӗр вӑхӑтлӑха кӗсмен сулӑмне ҫухатрӗҫ курӑнать, кимӗ, шыв ҫинче сӑпка пек вылянса, хумсене май ҫаврӑнчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗсмен йӑтнӑ Максуд та вӗсемпе пӗрлех утрӗ.
16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юмансар тӗлӗнчи ҫулсене курӑк хуплайман-ха, анчах вӗсем тӑрӑх пӗр ҫын та хул пуҫҫи ҫине кӗсмен хурса е атма-сӗреке йӑтса чупса анмасть ӗнтӗ, хӗрарӑмсем йывӑр чӗрессемпе шыв йӑтни е лапчӑк тукмакпа ҫат-ҫат! ҫапса кӗпе ҫуни те курӑнмасть.
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эй, Яичница-а, хуса ҫит, — кӑшкӑрать Шевле, кӗсмен пек вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланса ишсе.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кимме шыва антарсан вӑл унта кӗрсе ларчӗ, Цаупере вара хыҫалта кӗсмен йӑтса тӑрать, кӗҫех кимӗ юхан шыв варрине ишсе тухрӗ.Столкнув лодку на воду, он сел, а Цаупере стал сзади с веслом, и пирога выплыла на середину реки.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӗсмен вӑрӑм, — ан вӗҫлен.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунтах — икӗ вӗҫӗнче те калаклӑ вӑрӑм темиҫе кӗсмен, вӗсемпе тӑрса авӑсмалла.Тут же стояло несколько длинных весел с лопастями на обоих концах; ими гребли стоя.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Хӑвӑртрах кӗсмен! — тесе вӑрҫса илчӗ вӑл, эпӗ аптӑраса тӑнине асӑрхаса.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӗрсе кайнӑран ыратнине туймасӑр — ишевҫӗ сусӑрланнӑ сулахай алли ҫине чӗмсӗррӗн пӑха-пӑха ишет, кӗсмен тӑрӑх йӑрлатса юн юхса анчӗ, — шыва тумлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ҫак самантран тата хыпаланарах авӑсма пикенчӗ, хӑратакан лаптӑкран сулахай ҫыран хӳтлӗхне каҫнӑпа пӗрехчӗ — анчах тепӗр пуля кӗсмен тӗревӗнчен ҫапӑнчӗ те кача пӳрнине касса татрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ҫак чӗр асапа Гелли ҫур сехетрен кая мар тӳсет ӗнтӗ, юлашкинчен кӗсмен авӑсӑвӗ вӑйсӑрлансах ҫитрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Нок ҫапла кӑшкӑрнин сӑлтавӗ — кӗсмен шыв айӗнчи йывӑҫ тункатинчен ҫакланни.Нок вскрикнул так, потому что зацепил веслом о подводный древесный лом.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.