Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшкӑрашнине (тĕпĕ: кӑшкӑраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшкӑрашнине илтрӗм те мӗн пулнӑши тесе тухса пӑхас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 258–260 с.

Анчах Сюльдяшов ним пулман пек калаҫать, лешӗ кӑшкӑрашнине те шута хумасть, Улатӑра таврӑнсассӑн хӑй ырлӑхне палӑртма сӑмах парать.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир тем кӑшкӑрашнине илтрӗмӗр? — чупса ҫитнӗ-ҫитменех ьгйтрӗ Тимофей-хусах.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер вӗсем ҫапла кӑшкӑрашнине илтрӗ те утне тӳрех кӳсе енне ҫавӑрчӗ, вара, пӗтӗм вӑйне пухса, пурте илтмелле кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫын кӑшкӑрашнине илтсе чупнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мучи кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр вӑл ӑна укол турӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Эпир, ҫӑпата сутма тухнӑ ял ачисем, Вихтӑр мучи кӑшкӑрашнине ҫӑвара карсах итлеттӗмӗр, хамӑр пасара мӗншӗн тухнине те манса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ытти уполномоченнӑйсем чӗнсе кӑшкӑрашнине илтсе, энӗшкассисем те утравран тухса сӑрт еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тен, Михаил Петровича вӑрӑ-хурах тесе кӑшкӑрашнине астӑватӑн?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑнах та, Мамич-Бердей кӑшкӑрашнине илтсе картишӗнчен никам та чупса кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх шавланине, пӑлхавҫӑсем тем те пӗр каласа кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр турхан воеводӑна хулран тытсах айккинелле, хӑйӗн лашисем патнелле илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа вӑл калаҫӑва пӗрре те хутшӑнмарӗ, анчах та лешсем мӗн кӑшкӑрашнине пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑнкарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чавнӑ шӑтӑксене аслӑлатакансем тата тар пички йӑвантаракансем шалта, хӳме леш енче мӗн кӑшкӑрашнине те хӑйсене мӗнле сӑмахсемпе ылханнине те илтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ княҫсем кӑшкӑрашнине аслӑ князь ним чӗнмесӗр итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иванӑн боярсем кӑшкӑрашнине пӗрре те итлес килмест, часрах тухса тарас килет.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем вӑл кун Урасмет мӗн кӑшкӑрашнине те илтсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн арӑмӗ Фатьма-Салтан упӑшки мӗн пирки те пулин кӑшкӑрашнине, тилӗрсе кайса харкашнине пӗрре те курман-ха.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ҫӗрте — пушӑ вырӑн, — процесси татӑлчӗ, малти ретсем куҫма чарӑнмарӗҫ, хыҫалтисем вара, тӳсӗмсӗррӗн кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр, пӗр вырӑнтах тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен палӑка хирӗҫлех тӗлӗнмеллерех ҫӳллӗ хатӗр чарӑнчӗ.

Образовался прорыв, причем передние выезды отдалились, продолжая свой путь, а задние, напирая под усиливающиеся крики нетерпения, замялись на месте, так как против памятника остановилось высокое, странного вида сооружение.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку — карнавал! — терӗм эпӗ Дэзи кӑшкӑрашнине хуравласа.

— Да это карнавал! — сказал я, отвечая возгласам Дэзи.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гент аннӑ ҫулнах таврӑнчӗ, хӑйне мухтаса кӑшкӑрашнине чӗнмесӗр йышӑнать.

Гент вернулся тем же путем, молча принимая возгласы одобрения.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех