Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн пит ҫинчи йӑл кулла асӑрхӗҫ.
46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унтан, вӗренрен вӗҫерӗннӗ юпах тиха пек, хӑйне ирӗке ячӗ, урам вӑййисене, клуба ҫӳрерӗ, каччӑсене ялан савӑк куҫӗпе илӗртрӗ, кулла — кулӑпа, тӑрӑхлава тӑрӑхлупа тавӑрчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Йӑвинчен хӑратса кӑларнӑ курак пек шапӑлтатса ҫӗкленнӗ кулла та кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе сасса кӑна ӑнланмалла: вӗсене хаваслӑ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Радик ҫине Егоров ҫумӗнче ларакан шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрача та ҫаврӑнса пӑхрӗ, кӑшт кулса илчӗ, Радикӑн ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх, ҫав кулла курсан, ӑшӑ чупса иртрӗ…
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
— Пирӗн мухтавлӑ сеид Кулла Шериф ывӑлӗ Мухамед вилнӗ!
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсем Хусана иккӗн икӗ ҫыру ҫырса ячӗҫ: государь — Кулла Шериф сеид патне Шигалей — хӑйне таҫтан тӑван тивекен Едигер патне.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кулла Шерифпа тем тума та пултаратӑр халь иксӗр.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кулла Шерифа, карачисене, эмирсене чӗнмелле те Утямӑша хан туса хумалла.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кулла Шериф килмерӗ-и? — ыйтрӗ улан.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тин ҫеҫ сеид пулса тӑнӑ Кулла Шерифпа Кучак улана шутламасан Сафа-Гирейпе юнашар ларакансем — пурте тин ҫеҫ арҫын шутне кӗнӗ йӗкӗтсем.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тусанпа хуралнӑ пичӗ кулла пытараймасть, шап-шурӑ шӑлӗсем рояль клавишӗсем пек ялтӑртатаҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ачалӑхри вӑйӑсен юлташне вӑхӑт вӑйлах улӑштарнӑ, унӑн тӑнлавӗсем кӗмӗлленнӗ, куҫӗсем вара, хыт кукар кулла яланлӑхах ҫирӗплетсе лартнӑскерсем, куҫ шӑрҫи ҫийӗнче шуранкалӑхӑн ансӑр ярӑмне уҫӑлтараҫҫӗ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пӗчӗк кӑвак пӑнчӑ, Блюм сулахайра асӑрханӑскер, пӗр ҫирӗм хутчен курӑна-курӑна ҫухалчӗ ахӑр, ҫапӑ тикӗс маррӑн хуҫӑлкаланипе пӗрле кунталла ҫывхарать, юлашкинчен акӑ хырӑннӑ тута типӗ кулла сарӑлса тӑсӑлчӗ — Хейль кулли; Блюм патнелле вӑл аллине тӑсса утать, ӑна аякранах тимлӗн сӑнать.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Эпӗ те сире палларӑм, — терӗ Блюм ҫак кулла йӑнӑш ӑнлантарса, — ҫавӑнпа та манӑн каҫару ыйтмалла.— Я тоже узнал вас, — сказал Блюм, ошибочно толкуя эту улыбку, — и должен извиниться.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Анчах ҫак кулла урӑхла ӑнланнӑ Шуанӑн кӑмӑлӗ сисӗнмеллех пӑсӑлчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
— Пӑрахаймарӑм ҫав, — йӑл кулла халӗ те сӳнтереймесӗр калаҫрӗ Крапивин.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах вӑл хӑйне килӗнче кӗтсе илнӗ чухнехи янӑравлӑ кӗске кулла — чӗрери ачаш кӗвӗпе тулнӑскере — яланлӑхах ас туса юлчӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унӑн сасси савӑнӑҫлӑн янрать, вӑл час-часах кулать; вара, ҫав кулла илтсе эпӗ: вӑл мана хӑйне пирвайхи хут мӗнле курнине мантарасшӑн, тесе шухӑшлатӑп.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пуҫне ҫӗклесе, Алексей Михайлович куҫӗнчи ҫӗнтерӳллӗ, тӑрӑхлавлӑ кулла курас килмест унӑн.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Юлия Александровна тӑрӑхлавлӑ кулла, шанманлӑха та ыттине хирӗҫ куҫӗпе тӗртсе ярасла пӑхать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.