Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килӗнче (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хастар арҫын килӗнче хӑйне май кремль те тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Инженер ҫӗнӗ сметӑсем, проектсем хатӗрлет // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/inzhener-cene-sme ... erlet.html

Хӑшӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисем килӗнче вуҫех нимӗн те тумаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ытлашши ывӑнасран сыхлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ӗҫӗ ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1528

«Башкорт аты» Пӗтӗм тӗнчери фестивальте «Республика Башкортостан» хаҫат журналисчӗсем Баймак районӗнчи аманнӑ хыҫҫӑн халӗ килӗнче реабилитаци иртекен СВОна хутшӑнаканпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

СВОна хутшӑнакана аманни "Башкорт аты" фестивале килсе курма кансӗрлемен // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3888868

Кинематографипе 1981 ҫулта ӗҫлеме пӑрахнӑ, тепӗр икӗ ҫултан хӑйӗн килӗнче, Лос-Анджелесра (АПШ), 65 ҫул тултарсан, пӳре ҫителӗксӗр ӗҫленине пула вилнӗ.

Ушел из кинематографа в 1981 году и через два года умер от почечной недостаточности у себя дома, в Лос-Анджелесе, США, в возрасте 65 лет.

Роберт Олдрич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Вӑл килӗнче малтанхи пекех пурӑнчӗ, ӗҫрен васкаса килсе упӑшки пӗҫернӗ апата ҫирӗ, ывӑлӗн ӗҫӗ пирки ыйтса пӗлсе илемлӗ тумланса услам енӗпе ыйтусене татса памалла текелесе килӗнчен тарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫылӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... a%d1%85-2/

Килӗнче телефон та, раци те пур.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Аппӑшӗ килӗнче ҫуккипе усӑ курса, ача унӑн кровачӗ айӗнчен чӑматанне туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Аркадий Парамонович килӗнче ҫук, аякри ывӑлӗ патне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вӗсен килӗнче амӑшӗсӗр пуҫне никам та ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗлмен мопед // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Фермӑра ӗҫлекен кашни скотникӑн килӗнче сарайне кӗртсе лартнӑ урапа, унтах ӳпӗнтернӗ ҫуна пур.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Килне каяс — килӗнче, Ут пулмасан — витинче Вутта мӗнпе каймалла, Вут пулмасан — шӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Антун ӑҫта, тиеҫҫӗ, Антун Шемшер ялӗнче, Антун лармасть килӗнче: Ҫуркуннепе ҫухалать, Уйра суха сухалать.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Анчах ашшӗ завод директорӗ пулнипе тата килӗнче японски магнитофон пуррипе мухтанассинчен пуҫне вӑл урӑх нимӗн те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ытларикун тӑван килӗнче вӗсен ачисем тата тӑванӗсем пухӑннипе усӑ курса округ пуҫлӑхӗ Леонард Левый Хушкинсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхшӑн // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 88a%d0%bd/

Ун чухне вӑл ашшӗ-амӑшӗн килӗнче икӗ йӑмӑкӗпе пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Вӗсен килӗнче тата сакӑр ача ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ҫуллахи отпуска вӑл килӗнче ирттерме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Анчах ҫав кунсенче, май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, Алинӑсен килӗнче пурнӑҫ айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Е килӗнче ҫула кайма хатӗрленет-ши?

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пурхиле хӑта текен пуян чӑваш килӗнче вырӑсла калаҫнӑ, ачисем шкула ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех