Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппансен килйышӗ ним шухӑшсӑр ҫывӑрать.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑрӑм ҫулта темӗнле шухӑш та пыра-пыра кӗрет пуҫа: — Сӳнчӗ Элкей килйышӗ… Хушамачӗ те юлмарӗ, — терӗ Михала, ҫумма чиксе тухнӑ ҫемье фотоӳкерчӗкне пӑхса.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, хапхисене тул енчен ҫӑрапа питӗрсе лартас пулсан — ҫулталӑк хушши урама тухмасӑр пурӑнсан та, Артур килйышӗ выҫӑ вилес ҫук.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унашкал романсем илемлӗ литературӑра халиччен пулман мар: «Головлев хуҫасем», «Тибо килйышӗ», «Артамоновсем» тата ыт. те.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Матви килйышӗ самантрах чӗрӗлчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Унсӑр пуҫне Александра Ивановна килйышӗ, ахӑртнех, пулас ҫӗнӗ ҫуртра хваттер илет.— Кроме того, семья Александры Ивановны, очевидно, получит квартиру в следующем новом доме.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Курччӑр, пӗлччӗр: аркансах арканман-ха Кавӗрле Иванӗн килйышӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Савӑпӑр сана ӗмӗр-ӗмӗрех…» — ӗнтӗ пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун кӑна мар, тахҫан-тахҫанах туятчӗ чухлатчӗ пулин те амӑшӗ сывалаймаслах чирленине, инкекӗ ҫапах та ӑнсӑрт ҫил-тӑвӑлла шатӑрт! килсе ӳпленчӗ те Никонавсен килйышӗ ҫине — Дина, ку таранччен теме, асама, кӗтсе шанӑҫланнӑскер, тӑрук лӗштӗрр! арканса йӑшрӗ ҫак тӗлли-паллисӗр вӑхӑтра.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Манӑн атте Анисим Ивановича темле пулӑшсан та, унӑн килйышӗ питӗ начар пурӑнчӗ.Как ни помогал мой отец Анисиму Ивановичу, семья их бедствовала.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ачи-пӑчи пур-и унӑн, килйышӗ?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Екатерина Ивановна килйышӗ
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн килйышӗ — эсир.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кун пек чух Ульяновсен килйышӗ пӗтӗмпех Сӗвене шыва кӗме каять.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Райтсен килйышӗ хӑйсем темиҫе ҫул ӗлӗкрех пурӑннӑ Дейтон хулине куҫсан, ачасем каллех Эд Сайнес ятлӑ юлташӗпе пӗрлешсе кайнӑ.
4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Пӗр вӑхӑтра Райтсен килйышӗ Арктикӑри ҫӗршывсене сӑнаса вӗренес ӗҫпе питӗ интересленнӗ.Одно время вся семья Райт сильно интересовалась исследованиями Арктики.
2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Аслӑ ывӑлӗсем ӳссе ҫитсе, авланса, уйрӑм пурӑнӑҫпа пурӑнма пуҫласан, пӗчӗкленнӗ килйышӗ тата ҫирӗппӗн килӗштерсе пурӑннӑ.
2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Райтӑн килйышӗ чылай пысӑк пулнӑ — вӗсен тӑватӑ ывӑл, тата чи кӗҫӗнни хӗр пулнӑ.
2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Унтан: «Сирӗн килйышӗ ҫак анчах-и-мӗн?» — терӗ.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Паҫӑр уртнӑ сӑхманне тӑхӑнса ячӗ, пилӗкне пӑявпа туртса ҫыхрӗ, валашкари улмана, чи шултрисене суйласа, хӗвне чиксе тултарчӗ, килйышӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ:
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1
- 2