Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫченех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑн ир пуҫласа каҫченех мӗн те пулин тумалли тупӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тарасовсем хастарлӑха сӳнтермеҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/tarasovsem-xastar ... mecce.html

Тырпула пухса кӗртес тесе вӗсем иртен пуҫласа каҫченех ӗҫлеҫҫӗ, республикӑри апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли — тухӑҫа пухса кӗртесси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... si-3912320

Александр Сергеевич иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр-пӗрне хисеплесе, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/09/%d0%bf%d3%9 ... %91%d0%bd/

Район ҫыннисемпе хӑнисем иртен пуҫласа каҫченех Пишпӳлек ялӗн паркӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятисене, конкурссене, кӗрешӳсене, ӑмӑртусене куракансем тата хутшӑнакансем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Каҫченех трактор хыҫҫӑн унта-кунта ӳксе юлнӑ утӑ пайӑркисене пухса ҫӳрерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Манӑн вара, ҫак юлашки сехетсене пурте пӗрле килте пулас вырӑнне, каҫченех колхоз хирӗнче ҫӗрулми кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл таврӑннӑ кун эпир каҫченех колхоз хирӗнче ҫӗрулми ҫумларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Каҫченех ҫӳрерӗм эпӗ тӑван уй-хир тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫӗрӗҫченӗсем иртен пуҫласа каҫченех хирте вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑна тухса паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

Урамра вӑл мӗн каҫченех ларчӗ пӗр вырӑнтан тапранмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сутнӑ хваттере ҫуса, каҫченех ларчӗҫ арҫынсем, юлашкинчен аран-аран уйрӑлчӗҫ пӗр-пӗринчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кулленех, иртен пуҫласа каҫченех вӗсем пӗрле пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ачасем урок вӗренсе килеймесен, туллашса каяттӑм, вӗсене, лӑпкӑн ӑнлантарса парас вырӑнне доска умне кӑларса тӑрататтӑм, каҫченех класра тытаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑнпа та юлташсем иртен пуҫласа каҫченех пӗр-пӗринчен уйрӑлма пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иртен пуҫласа каҫченех палуба ҫинчен кӗместӗм, ешӗл ҫырансем ҫине пӑхса киленеттӗм, кӑвак хумсем еннелле пуҫӗсене тайса ларакан садсене курса савӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кантӑр шӑрши сарӑлнӑ лупасайӗнче каҫченех ӗҫ вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫченех ҫывӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ каҫченех тухса ҫӳреме юрамасть, пӳрт таврашӗнче ҫӗнӗ йӗр ан пултӑрах.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Инке Яккӑвӗсем патӗнчен халӑх каҫченех саланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех