Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Карагез (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Азамат! — терӗ Григорий Александрович: — Карагез ыран ман алӑра пулать; паян ҫӗрле Бэлӑна кунта илсе килмесен, эсӗ Карагеза нихҫан та кураймӑн…»

— Азамат! — сказал Григорий Александрович, — завтра Карагез в моих руках; если нынче ночью Бэла не будет здесь, то не видать тебе коня…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Лаша санӑн пулӗ тесе тупа тӑватӑп; анчах мана эсӗ уншӑн Бэла аппуна пар: Карагез унӑн хулӑмӗ пулӗ.

Клянусь, ты будешь владеть конем; только за него ты должен отдать мне сестру Бэлу: Карагез будет тебе калымом.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑштах тӑрсан пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп та куратӑп: манӑн Карагез хӳрине вӗлкӗштерсе ҫил пек ирӗккӗн ҫӗмӗрттерсе килет, гяурсем хӑйсен ывӑнса ҫитнӗ лашисемпе пушӑ хирте таҫта аякра тӑрса юлнӑ.

Через несколько мгновений поднимаю их — и вижу: мой Карагез летит, развевая хвост, вольный как ветер, а гяуры далеко один за другим тянутся по степи на измученных конях.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм.

Сердце мое облилось кровью; пополз я по густой траве вдоль по оврагу, — смотрю: лес кончился, несколько казаков выезжают из него на поляну, и вот выскакивает прямо к ним мой Карагез; все кинулись за ним с криком; долго, долго они за ним гонялись, особенно один раза два чуть-чуть не накинул ему на шею аркана; я задрожал, опустил глаза и начал молиться.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех