Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Капернӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑра Капернӑра ӗмӗрлӗх асра юлмалӑх ҫӗр чӗтреннӗ чухнехилле пӑтрашу-арпашу, хумхану, пӗр ҫын юлми пӑлхану пулса иртрӗ.

Тем временем в Каперне произошло такое замешательство, такое волнение, такая поголовная смута, какие не уступят аффекту знаменитых землетрясений.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Карап ҫинче ӗҫлеме тытӑнсан хӑйне лере, Капернӑра, нихӑҫан та вилмен тусӗ кӗтет тесе шухӑшламашкӑн пуҫлӗ — вара, тинӗсрен таврӑннӑ чухне, килнелле вилӗ ӗмӗтӗн хуйхипе ҫывхарса пырӗ.

Быть может, поступив на корабль, он снова вообразит, что там, в Каперне его ждет не умиравший никогда друг, и возвращаясь, он будет подходить к дому с горем мертвого ожидания.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капернӑра арҫынсем тачка ура хырӑмӗллӗ, тӗреклӗ алӑллӑ, ҫуллӑ ӳтлӗ те мӑнтӑр, нӑкӑ хӗрарӑмсене кӑмӑллаҫҫӗ; кунта ҫурӑмран ал тупанӗпе лӑп-лӑп ҫапса, пасартилле тӗрткелешсе ачашлаҫҫӗ.

Капернцы обожали плотных, тяжелых женщин с масляной кожей толстых икр и могучих рук; здесь ухаживали, ляпая по спине ладонью и толкаясь, как на базаре.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капернӑра вӑл ытти хӗрарӑм пек паллах мар, анчах ҫут ҫанталӑк ҫак хӗре ыттисенчен нумайрах панине, анчах урӑх чӗлхепе панине пӑтранчӑклӑн, тӗтреллӗн пулин те чылайӑшӗ чухлать.

Как женщина, она была непопулярна в Каперне, однако многие подозревали, хотя дико и смутно, что ей дано больше прочих — лишь на другом языке.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Миҫе ҫул иртӗ — пӗлместӗп, анчах Капернӑра нумайлӑха асра юлмалӑх пӗр юмах ӳссе чечекленӗ.

— Не знаю, сколько пройдет лет, — только в Каперне расцветет одна сказка, памятная надолго.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӗсем Зурбаганра, Лисра, Капернӑра, Ахуан-Скапра, Коломахӑра, Покетра, Кассетра… пурӑнаҫҫӗ.

Они живут в Зурбагане, Лисе, Каперне, Ахуан-Скапе, Коломахе, Покете, Кассете…

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех