Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ чире иртерех, сӑмахран, онкологи чирӗсене уйӑрса илме, ҫавӑн пекех тӗрӗс диагнозсем лартма тата тухӑҫлӑ сипленме пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри тӗп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... ln-3272343

Виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗн юлашки кунӗнче пуҫламӑш шкул ачисене иртерех ячӗҫ.

В последний день третьей четверти всю начальную школу отпустили домой пораньше.

Кучченеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/609

«Чим-ха, иртерех савӑнатӑп пуль.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах эп иртерех савӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ.

На следующий день девочки пришли в школу пораньше.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Кунсӑр пуҫне Радик заданисене ялан иртерех илет, е завода ӗҫ пуҫланиччен маларах пырать, вара маҫтӑртан чертеж илет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кунта иртерех акма май парать.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

— Караҫӑм, ӳлӗмрен ялта пурӑнма шутлатӑн пулсан ура ҫине иртерех тӑма хӑнӑхмалла! — хулпуҫҫирен силлесех вӑратрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тепӗр кунне сала кайӑкран иртерех вӑрансан чи малтан ӗне фермине чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗрулми кӑларса ывӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗсем иртерех ҫывӑрма выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ытти ҫынсем ыран иртерех тӑрса ӗҫе пуҫӑнас тесе выртса ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене ку ӗҫе кӳлӗнме иртерех.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Иртерех ӑна чӗнме…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Аслӑраххисем кӗпер айне кашкӑр пытаннӑ тесе пире иртерех таврӑнма хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗрулми чӗрме-ҫурма та иртерех: килти анкартинче те, колхоз анинче те ҫумкурӑк таврашӗ тымарланса, ахӑрса-аташса, ҫӗмӗрӗлсех ашкӑрса кайма ӗлкӗреймен-ха….

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫавӑнпа та ыран иртерех кил.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах савӑнни иртерех пулчӗ иккен, ку вырӑна тухатнӑ евӗрех хӗрсем ниепле те тӗмме пӑрахса каясшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ну, чӑмпӑл-чӑмпӑл хӗрача, иртерех шыва кӗме пуҫланӑ пулас-ха эсӗ, кунта ҫав тери тарӑннине те пӑхса тӑман, пуҫхӗрлех чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫавӑнпах та пулӗ унӑн ҫамрӑк чӗринче пӗрремӗш юрату туйӑмӗ хӗрачанчен иртерех вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Участока иртерех ҫитрӗ пулмалла вӑл, рабочисем килсе ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех