Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Джоконда (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шап-шурӑ стенасем ҫине Иванов хӑй ӳкернӗ картинӑсене ҫакнӑ: чи курӑнмалли вырӑнта — Лермонтов портречӗ, унран аяларах — «Джоконда», «Сикстинская мадонна», тӗрлӗ ӳкерчӗксем, эскизсем.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Е тата теплерен Лавр патне ҫамрӑк художниксем пырсан, кӑшт эрех сыпнӑ хыҫҫӑн, Поля сасартӑк ҫамрӑкланса каять, каллех Джоконда пек курӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш черкке хыҫҫӑн ӑна ҫак астармӑш хӗрарӑм вуальсӗрех Джоконда евӗр курӑна пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Унӑн ҫивӗтне сӳтсе хул пуҫҫийӗсем ҫинелле сапаласа ярсан, аллисене хӗреслӗ хуртарса лартсан, пуҫӗпе хулӗсем ҫине витӗр курӑнан ҫӳхе вуаль уртсан, вӑл, икӗ тумлам шыв евӗр, каснӑ лартнӑ Джоконда пулмалла», — хӗрӗнкӗ пуҫӗпе шухӑшларӗ художник.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Джоконда пек илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулса пӑхать вӗт, ами!

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех