Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гринландире (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гринландире вара Ассольпе тата Грэйпа тан ытти ҫын сахал мар: Гнорпа Карменӑн чун хӗлӗхӗсене карӑнтарса, психологин чи ҫӳлти тӳпинче сӑнарланнӑ юратӑвӗ («Гнор пурнӑҫӗ»), «телей илсе килекен» Битт-Бой лоцман, ракпа вилмеллех чирлӗскер, ҫакна пӗр сӑмахпа та, пӗчӗк систерӳпе те ыттисене кӑтартманскер («Карапсем Лисра»), таса юратупа ҫунса хӗмленме пуҫланӑ ҫамрӑк матрос Аян, тинӗс хурахӗн пурнӑҫне пӑрахӑҫланӑскер («Тинӗс пырӗ»), «хӑйӗн ҫӗр-шывне» — тинӗсе — чунпа парӑннӑ Дюк капитан (ҫак ятлӑ калав) тата ытти нумай-нумай хайлав геройӗсем Грин чӑн-чӑн классик пулнине (тӗрӗсрех — хаклав халӗ те кивелменнине) ӗнентереҫҫӗ.
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Сӑлтавӗ — шӑпах Гринландире: ара, унта класс кӗрешӗвӗ ҫук, пролетариатпа хресченсем социализм стройкисенче тар тӑкмаҫҫӗ; коммунизм идеологийӗ вара культурӑпа искусствӑра, литературӑра социализм реализмне кӑна тӗп меслет тесе йышӑннӑ, эппин, «пурин те тӗнчере халиччен пулман ҫӗнӗ патшалӑх тума хутшӑнмалла».
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Страницăсем:
- 1