Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Быховри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗм ҫӗрле вара, ҫурҫӗр тӗлӗнче, провинцире вырнаҫнӑ пӗчӗкҫӗ хула хӑй ҫутисене сӳнтерсе вилнӗ пек ыйха сӑптӑрнӑ вӑхӑтра, юлан утсем виҫшерӗн йӗркеленнӗ ретсемпе Быховри гимнази картишӗнчен тухма пуҫлаҫҫӗ.

А в волчью, глухую полночь, когда маленький провинциальный городишко, затушив огни, спал беспросыпно крепко, со двора быховской гимназии, по три в ряд, стали выезжать всадники.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр кунне, ирхине ирех, тӑп-тӑр пылчӑк пуличчен вараланса пӗтнӗ автомобиль Быховри гимнази-тӗрмен тӗп хапхи умне ҫитсе чарӑнать.

На другой день утром к главному подъезду быховской гимназии-тюрьмы подкатил густо забрызганный грязью автомобиль.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Быховри тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра вӗсем нимӗнле чӑрмавсӑр ирӗкри ҫынсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ, следствипе суд ӗҫӗсене хӑвӑртлатма хушса, буржуйсене хӗстереҫҫӗ, хӗҫ-пӑшаллӑ пӑлхав йӗрӗсене пытарма, офицерсен шухӑш-кӑмӑлӗсене хыпашласа пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ, урӑхла ниепле те май килмесен, тӗрмерен тухса шӑвӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

За все время пребывания в быховской тюрьме они беспрепятственно сносились с внешним миром, давили на буржуазную общественность, требуя ускорения следствия и суда, заметали следы мятежа, прощупывали настроения офицерства и на худой конец готовились к побегу.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех