Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗншӗн ҫитнӗ, — терӗ ашшӗ, арӑмӗ ҫине кулкаласа пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурӑнать иккен Алеша! — терӗ хӑй пур чухне ывӑлне нихҫан кун пек чӗнмен ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, купӑсне ӑвӑс айне лартса, ашшӗ ҫывӑхнерех кайса тӑчӗ, аллалпи ҫине темиҫе хутчен сурчӗ те, ҫамрӑксене куҫ хӗссе, хӑва тӗмӗ патне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ку сӑмахсене илтрӗ те, арҫынсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса, ӑшӗнче кулса илчӗ, ӑна ашшӗ ку сӑмахсене никам пирки те мар, хӑйӗн хӗрӗ пирки каланӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма пичче Ятмана тӑван ывӑлне кӗтсе илнӗ ашшӗ пек пур енчен те тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ хӗрӗн шухӑшне хирӗҫ пулмарӗ, анчах амӑшне Анушка ун пек шут тытни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер вӑл пухура ашшӗ каланине те, ытти ҫынсен сӑмахӗсене те ним шухӑшсӑр итлесе ларчӗ, паян акӑ ӑна кунӗпех тем ҫитмен пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах, тем тесен те, ашшӗ кӑмӑлӗ палӑратех пулмалла ҫав, — мӗн те пулин шухӑшласа хурсан, хӑйне ун пекех канӑҫсӑррӑн тыткалать, тумалли ӗҫе тумасан вара, ниҫта кайса кӗме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран Анушка ашшӗне хунӑ: ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, чӑп-чӑмӑр питҫӑмартиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, пӗвӗпе Укахвирен кӑшт лутрарах пулин те, ашшӗ евӗрлех тулли.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тырӑ парса татрӑмӑр тетӗн, а ҫӗрулми? — чӗрре кӗчӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ ытла хурласа калаҫни Анушкана та кӳрентерчӗ курӑнать, вӑл та чӑтса тӑраймасӑр сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна каймасӑрах пӗлетпӗр-ҫке, чӗрепе туйса тӑратпӑр, — ашшӗ сӑмахӗнчи ӳпкеве йышӑнманнине систерсе каларӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ вӑрҫмарӗ, чӑн япалана хӑех йышӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗншӗн айӑпа кӗнӗ вӗсем ашшӗ умӗнче, мӗншӗн ятламалла унӑн — кӑна вӗсем хӑйсем те каласа парайман пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ашшӗ сӗтел хушшинчех хыттӑн хӑтӑрса тӑкасса, пӗр-пӗр ӗҫшӗн ятласса кӗтнӗ пек ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачисем вара, мӗн те пулин ыйтсан ашшӗ кӗскен ҫеҫ тавӑрса каланине туйса, хӑйсене айӑплӑ пек тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрӗсене ашшӗ куҫӗнче халиччен нихҫан курӑнман ҫутӑ тӗлкӗшсе ҫунакан туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрӗсем ӑнланчӗҫ: ашшӗ халӗ вӗсене нимӗнех те каласа парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑччӑр ӗнтӗ тепрер сехет, кӑнтӑрла та ҫитмен вӗт-ха, — тӗртсе илчӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех