Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслӑрах (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑншӑн ӑна аслӑрах юлташӗсем чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл Петряннинран кӑшт аслӑрах, ҫартан та маларахран таврӑннӑ, милицие ӗҫлеме кӗни те пилӗк ҫула яхӑн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эпир виҫҫӗнччӗ: ют яла качча тухса, аттесӗр ҫамрӑкла хӑйӗн черченкӗ хулӗ ҫине йывӑр пурнӑҫ нушипе тиенӗ аннемӗр, манран тӑват-пилӗк ҫул аслӑрах, ачаллах пур ӗҫе те тума пӗлекен Вера аппа тата, алла шӗшлӗ те тытма пултарайманскер, эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Илюш хӑйӗнчен аслӑрах ҫынсемпе ҫывӑх пулма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Эп санран пӗр пилӗк ҫул аслӑрах пулӗ-ха: кӑҫал вӑтӑр виҫҫе пусрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

А.И.Баратынский пачӑшкӑ кӑтартса пынипе унччен маларах кӑштах ӑс пухнӑ аслӑрах класри ачасем ҫӗнӗрен килнисене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Эрнере икӗ хутчен аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем ун патне хускану хӑнӑхтарӑвӗсем тума ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ялсенче аслӑрах ӳсӗмри ҫын та нумай.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫапла вӗрентет мана хамӑн аслӑрах вырӑс тусӑм Андрей Пономарев.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Манран та аслӑрах ӗнтӗ вӗсем, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫул.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Хам эпӗ ҫав «паллӑ вӑхӑтринчен» самай аслӑрах ҫын та-ха, ытти тесен — шӑпах ман пирки-и, тен…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Аслӑрах ушкӑнри шӑпӑрлансем хаваспах аслисене пулӑшаҫҫӗ, хӑюсем касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Вӗсен пуҫлӑхӗ турӑ амӑшӗнчен аслӑрах пулать!

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Апла пулас ҫук!» — теҫҫӗ аслӑрах ачасем.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗррехинче, кӑнтӑр тӗлӗнче, тӗрӗлтетсе, шӗкӗлтетсе, пуш сӑмах «кӗрпи сапалакаласа», ҫитрӗмӗр эпир тӑваттӑн (кӗре сӑн питлӗ Давид ҫеҫ манпа, симӗс хурлӑхан куҫлӑскерпе, сарӑ вар пуҫҫи ҫӳҫлӗскерпе, пӗр ҫулхискер; хурамкка Сашӑпа вӑрҫӑ ҫулӗсем хӑйсен «симӗс апачӗсемпе», «Сталин икерчисемпе» «шупкалатса» хӑварнӑ Валерьян пирӗнтен икӗ ҫул аслӑрах), виҫӗмкунхи «чапаевецсем», ӗнерхи «партизансемпе нимӗҫсем», паян иртенпех тыррине алӑпа вырса илнӗ уйра ыраш пучахӗ пухса хӑшкӑлнӑскерсем, лӗнченӗскерсем, шыв армань пӗвин сакӑлталлӑ, чи чӑнкӑ, шуркут йӑвисемпе «шӑтса-тӗрленсе» пӗтнӗ ҫыранне.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тен, ҫулӗсен шучӗпе вӑл хуҫинчен те аслӑрах пулӗ, кам пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Ну паян шӑла-а-ать ӗнтӗ ку «шӑпӑр» пире», «час-часах ҫакӑн йышши ӗлкесем пӗлӗтре пысӑк инкек умӗн курӑнкалаҫҫӗ, теҫҫӗ» — йӳҫҫӗн-хурлӑн сулхӑнланса, тӑвӑнса пусаркаласа кӑлараҫҫӗ сассисене аслӑрах ҫулсенчи пехотинецсем.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫеруш пӗр ҫул аслӑрах, ҫавӑнпа та ытларах пӗлнӗ пекрех туйӑннӑ.

Сережа на год старше, поэтому он считал себя чуть более смекалистым.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хӑйӗнчен пӑртак аслӑрах, шкулта пӗрле, анчах тепӗр класра вӗреннӗ, Ула Тимӗр пурӑнакан ялпа юнашарах кӳршӗ ялти Иванов Кӗҫтук (шахматпа шашка турнирӗсенче яланах малти вырӑна тухатчӗ) пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех