Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аслашшӗне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл ятлӑ мӑнукӗ те ун тавра вӗткеленет: те чӑрмантарать вӑл аслашшӗне, те пулӑшать — пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Нимӗн ӑнланман Шӑнкӑрч, куҫне чарса пӑрахса, аслашшӗне тилмӗрсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака тӑрринчен Ваҫук кушакла ҫӑмӑллӑн тӑрст сиксе анать те, мал енчи сак ҫинче выртакан чӗлӗме шыраса тупса, ӑна аслашшӗне парать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч аслашшӗне куҫ илмесӗр пӑхать, мӗншӗн тесен пӳрт ӑшчикне мӗл-мӗл тӑвакан лампа мар, шап-шур сухаллӑ та ҫӳҫлӗ, шап-шур кӗпеллӗ те йӗмлӗ аслашшӗ ҫутатнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аслашшӗне хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ванюк, аслашшӗне палласа, ун еннелле уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун аслашшӗне те, ҫавна шута хурса, хӑйӗн чӑн-чӑн ячӗ ҫумне Юман текен тепӗр ҫирӗп ят хушса панӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Миша Дубовсен килӗнче ҫакӑнса тӑракан кивӗ сӑнӳкерчӗкре хӑйӗн аслашшӗне палласа илчӗ те, пуҫланчӗ вара калаҫу!

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла майпа Раман аслашшӗне те вӗлернӗ ав.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ачасем санӑн ҫырӑвна асламӑшӗпе аслашшӗне кӑтартма чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫҫа сасартӑк аслашшӗне ҫаннинчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Виссарион Игнатьевич каланӑ тӑрӑх, аслашшӗне Марина касӑ йышӑнма хушман, апла пулин те Тимахван мучи састӑпне тимӗрҫӗ лаҫҫине кайсах ҫивӗчлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аслашшӗне час-часах аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпи-карчӑк ӑна ашшӗне, лешӗ аслашшӗне, ку вара Пӑкачава пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ, акӑ, ашшӗ-амӑшне, юратнӑ аслашшӗне ним айӑпсӑртан пӗтернӗ ҫын ачи унӑн упӑшки пуласшӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача вара аслашшӗне пушшех те асӑрханса ӗҫтерме тытӑнчӗ, сасартӑк вӑл старик ӗҫнӗҫемӗн куркари шыв хӑмпӑлчӑланнине, унтан старик ҫӑварӗнчен тухнӑ юнпа хутӑшса хӗрлӗ тӗслӗ пулнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ашшӗне ҫеҫ мар, аслашшӗне те кил тӗрешре те, ӗҫре те пулӑшаҫҫӗ, вӗсем пекех строительство инструменчӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Аслашшӗне хисеплесе Григорьев Иван тесе те ҫырӑнма пултарать вӑл.

А может в честь деда и Иваном Григорьевым зваться.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрӑ тӗлӗшӗнчен вара Шахрун аслашшӗне ҫитекенни таврара та пулман.

А вора, равного деду Шахруна, не было, пожалуй, во всей округе.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех