Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Антуна (тĕпĕ: ант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа ҫыхса яр-ха, — терӗ те вӑл Микуле, ӑна Антуна панӑ тутӑра тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитменнине тата мухмӑр касать Антуна.

Вдобавок похмелье тяжкое у Антона.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калюковсенчен Антуна никам та тухса пӑхмарӗ, инҫе ҫула ӑсатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта амӑшӗ Антуна текех хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хумастӑп тесе ылханнӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ӑшши, хӑватлӑ эрех пек, тӳрех пуҫа пырса ҫапрӗ, Антуна ӳсӗрӗлтерсе ячӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак утара пирвайхи хут килсенех-ха вӑл Антуна ют чӗлхепе тем ҫырнӑ чаплӑ наган пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫи вӗсенчен пӗрне — Утарти паллӑ тимӗрҫӗ ывӑлне Калюков Антуна — паллать, тепри чӑваш мар, ахӑртнех, тутар пулнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кил, ентеш, сыпар кӑштах кӑмӑла ҫӗклемелӗх, — тет вара Антуна хӑватлӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Микула Антуна кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеттерчӗ ҫеҫ тени те тӗрӗс мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӑм пӑсӑлмасть, тӗтӗмлесен — салӑ та, — ӑнлантарчӗ пӗррехинче хуҫа Антуна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антуна вара Микула пӗр пус та пама шутламарӗ, апат ҫитернипех ҫырлахрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анлӑ, хӑватлӑ юханшыв Енисей, Антуна вӑл сиввӗн, ҫӗленле чашлатса кӗтсе илнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет каллех Антуна куҫран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюк, килеҫҫӗ! — тени шухӑшсене татрӗ, Антуна хӑй ӑҫта тата мӗншӗн выртнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Каҫар, — Антуна хулпуҫҫинчен юлташла ҫапрӗ Король, — эпӗ санран кулас тесе мар…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, Антуна хупни те ҫур ҫула яхӑн иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑвансемпе курнӑҫма ирӗк параҫҫӗ тенӗрен, Антуна тӗрмене хупнӑранпа пилӗк уйӑх ытларах иртсен, чӑнах та, ун патне Етӗрпери аппӑшӗ Пӑлаки пырса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пӗччен пӗчченех ҫав, Антуна Валетпа тусӗсем хупӑрласа илчӗҫ ӗнтӗ, виҫҫӗн виҫӗ енчен пырса усӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех