Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем пиллӗкӗн иккен — пурте тӗксӗм юбка тӑхӑннӑ, хӑйсем ҫарранах, урисем хӗвелпе хӗрелнӗ, кашниннех тӗрӗллӗ шурӑ кофта, аллисенче чылаях сулмаклӑ катмак, вӗсем унпа винограднике кӑпкалатаҫҫӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
(Вӗсен пурин те аллисенче пӗтӗм ҫемьешӗн пӗрешкел уйрӑмлӑх пур: ал тупанӗн ҫемҫе ӳчӗ тулаш енчен хӗп-хӗрлӗ, аллӑн ҫӳлерехри шап-шурӑ пайӗнчен вӑл уҫӑмлӑн палӑракан тӳрӗ йӗрпе уйрӑлса тӑрать.)
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл аллисемпе тыткаласа хӑпарма та пикеннӗ, анчах аллисенче вӑй ҫитмен, ача каллех татӑлса аннӑ.Пробовал подняться на руках, но руки оказались слабыми и не удержали — мальчишка снова сорвался.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Юлашкинчен ҫӗннисем мунчаран тухаҫҫӗ — пурте хӗп-хӗрлӗ, шав ҫӗнӗ тумсем тӑхӑннӑ, аллисенче — ҫыхӑсем.Наконец новенькие выходят из бани — распаренные, во всем чистом и с узелками в руках.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Разведчиксен аллисенче кашнинех пӗчӗк блокнотпа кӑранташ, анчах ку ахаль ҫеҫ, йӗркешӗн кӑна, — вӗсен куҫӗсем лайӑхрах курса астуса юлаҫҫӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Паллӑ ӗнтӗ… — терӗ шӑппӑн Бикмуш мучи, хура тӗспе сӑрланӑ тимӗр хапха патӗнче аллисенче ҫыхӑсем тытса тӑракан хӗрарӑмсем ҫине пӑхкаласа.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӳҫне вӑл паян ҫӳлелле тураса, пуҫ кӑшӑлӗ пек хурса майлаштарнӑ, ҫакӑ кил хуҫи хӗрарӑма ҫӳллӗрех туса кӑтартать; шалпар хӗрлӗ капот тӑхӑннӑ хӑй, аллисенче алӑ суллисемпе ҫӗрӗсем ҫутӑлаҫҫӗ, пиҫиххинчен ҫакса янӑ ҫӑраҫҫисен ҫыххи чӑнкӑртатса тӑрать, вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе хунӑ, куҫӗсем виртлешсе хӗсӗннӗ — ҫаксене мӗнпурне курсан, кил хушши хуралҫин аллисем те, пуҫӗ те лаштӑрах усӑнчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кусен ҫурӑмсем хыҫӗнче кӗске кӗпҫеллӗ пӑшал, аяккине хӗҫ ҫакса янӑ, аллисенче чӑпӑркка.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Аллисенче симӗс ҫуртасем.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пур ҫӗрте те унӑн кулли илтӗннӗ, табор юрри янӑранӑ тата ҫӗрӗ тӑхӑнса тултарнӑ хӑвӑрт вылянакан аллисенче картсем вӗлтлетнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ ҫӳҫ-пуҫӗсем йӑлт кӑвакарнӑ вӑрӑм нимӗҫ, хулпуҫҫисем ҫинче кӗҫӗн офицер погонӗсем, кӑшт ҫӗкленнӗ ҫӳлти тути айӗнчен йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑн шӑлсемпе, шыҫӑннӑ ӳчӗ ӑшне касса кӗнӗ ҫӗрӗсемпе, тӑм илнӗ аллисенче автомат тытса, йывӑҫ патушаллӑ кӗҫҫе ботисемпе ҫӑрӑлнӑ тӑм ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пек ӗнтӗркесе тӑрать…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Халӗ ҫамрӑкӑн сарлака хулпуҫҫийӗсенче, унӑн ҫирӗп те аталаннӑ аллисенче тӗлӗрекен паттӑрӑнни пек вӑй-хӑвата мӗнле вӑратмалла?
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эпӗ пырса кӗтӗм те курах кайрӑм: Шишкин пӳлӗм варринче вырта парать, урисене ҫӳлелле тӑратнӑ, аллисенче чемодан.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пур енчен те рабочисем чупрӗҫ ӗнтӗ, нумайӑшӗн аллисенче хӗҫпӑшал пулнӑ — таҫтан тупнӑ ӑна вӗсем.Отовсюду уже бежали рабочие, многие с оружием, бог весть откуда попавшим к ним.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Унӑн хучӗсене нумайччен аллисенче ҫавӑркаларӗҫ, ҫыпҫӑнма тӑрӑшрӗҫ.
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Аллисенче карабинсем тытса тӑракан салтаксем куҫҫулӗсене аран чарчӗҫ.Солдаты, стоявшие в ряд с ружьями в руках, едва удерживались от слез.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫирӗп мускуллӑ аллисенче типӗ куракран явса тӗрлӗ тӗслӗ шапа хуранӗсемпе илемлетнӗ сулӑ.
Пӗрремӗш тус // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кусем хӑтасем иккенне вӑл тӳрех тавҫӑрса илчӗ: аллисенче вӗсен посольство палли — тин ҫеҫ шурӑ акацирен якатса тунӑ туясем.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Аллисенче карабинсем тытнӑ Никифорпа Гибелька унран чупса иртрӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.