Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллисем (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун аллисем чӗтресе кайрӗҫ, вӑл ывӑлӗ умӗнче калама ҫук пысӑк айӑпа кӗнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллисем каллех ывӑлӗ патне туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта та ҫынсен аллисем ҫӗкленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку эрнере Укахви ӗҫрен кашни кун ҫав тери ывӑнса таврӑнчӗ, — нихҫан ҫӗрулми кӑларман пек, аллисем сурса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, чӗрни хушшисем йӑлтах чӗрре кӗрсе пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллисем хӑйӗн пӑртак чӗтреҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн ӑста аллисем мӗн тӗрлӗ алсиш-нуски, тутӑр, косынка, накидкӑсем, салфеткӑсем, вӗри савӑта тытмалли прихваткӑсем, мунчаласем ҫыхман пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Тукай вӑрҫнӑҫемӗн куштанлансах пычӗ, ун аллисем ытларах та ытларах хӑлаҫланма тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ Ятламас, палламан ҫыннӑн аллисем чукмар пек.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та эп ку ӗҫе шанмастӑп — мана вӗлерме вӗсен аллисем ҫӗкленес ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ремис кам аллисем ҫине ҫавӑн пек паллӑ лартнине пӗлет, унӑн хӑйӗн те ҫавӑн пек паллӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӗске ҫӳҫ, аллисем ҫирӗп курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кун пек тӗттӗмрен килсе тухса ҫухалакан шурӑ мӗлкепе ҫапӑҫма пӗлменнипе Танук-нойонӑн аллисем усӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӗтрекен аллисем пурттине лайӑх тытасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ытлашши хӗпӗртенипе унӑн аллисем чӗтрерӗҫ-тӗр, парне аллинчен тухса ҫӗре ӳкрӗ…

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аппакӑн аллисем шӑнса кӳтнӗ ӗнтӗ, сарлака кунчаллӑ атти ӑшне юр кӗрсе тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрт тулли халӑх пуҫтарӑннине курсан Патирек малтан, хӑранипе, шартах сикнӗ пек пулчӗ, унтан никам ҫине те пӑхма хӑяймасӑр, шӑппӑн ҫеҫ кӗрекене кӗрсе вырнаҫрӗ, аллисем чӗтренине сиссе вӗсене часрах сӗтел айнелле пытарчӗ…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вуланӑҫемӗн вӑл сӑнран ӳкрӗ, аллисем чӗтре пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аллисем чӗтренипе пирвайхи аккорда вӑл ытла та хыттӑн кастарса вылярӗ, сӗркӗч хӗлӗхӗсем сасартӑк виҫҫӗшӗ харӑс татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Прахук Баратынские вӗлересшӗн пулман, ураран лектерес тесе тӗлленӗ, анчах аллисем чӗтренӗ пирки тӑнлавран тивертнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аллисем хӑйсен кушӑркаса ҫурӑлса пӗтнӗ, чӗрни айӗсем хуп-хура — епле ҫав хӗрарӑмсен аллинчен пӗр йӗрӗнмесӗр сӑра курки тытатӑн эс.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех