Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачи маттур авӑ, пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫынсем капӑр кермене илемлӗ алӑк витӗр кӗреҫҫӗ авӑ, вӑл вара — «служебнӑй» алӑкран!

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Авӑ ху кунта килнӗ такси халӗ те кӗтсе тӑрать, ҫиҫӗм пек вӗҫтерсе кай.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Мишерсем хӑйсем хушшинче тутарла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ иккен, чӑвашла вара самаях ӑнланаҫҫӗ пулас, пӗр-ик сӑмах ыйтсан чӑвашлах хуравлаҫҫӗ авӑ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эпир пӗр тӗллевпе килнӗччӗ, кунта вара авӑ урӑхла уяв пуҫланчӗ курӑнать…

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӑна кура авӑ ыттисем те ман калаҫӑва хӑлха тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӑйӗн, авӑ, виҫӗ каччӑпа та ҫак тарана ҫитсе те ҫемьеленесси пулмарӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрӗн амӑшӗ, авӑ, Виталие «кӗру» тесе калама та пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кинӗ, авӑ, хуняшшӗпе хунямӑшӗ валли кӗпесем парса янӑ, вӗсене лайӑх ывӑл-упӑшка ӳстернӗшӗн тав сӑмахӗ калама хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр ҫамрӑк, авӑ, пӗрремӗш чӗрӗкшӗн паракан экзаменра шпаргалкӑпа усӑ курма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аллисенче папка та портфель тата пысӑках мар сумка тытнӑ ҫамрӑксем паянхи кунпа савӑнаҫҫӗ авӑ: шӳтлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗккелес илеҫҫӗ, йӗплӗ сӑмахпа та витереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тулта ҫил вӑйсӑрланнӑ, ҫумӑр та, авӑ, лӑпланать, вӗттӗн ҫеҫ пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Улюк, авӑ, автомашинипе пӗр тӗп юсавсӑр вунӑ ҫул ытла чупрӗ, тӗрлӗ груз турттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Хам, авӑ, икӗ арӑма та туйсӑр-мӗнсӗр лартса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Авӑ, Ҫеркуш, амӑшӗ эрех-сӑра час-часах сыпкаласан та, хура ҫи-пуҫпа ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ҫулҫӑ та, авӑ, ватӑлсан, кӗркуннепе шапӑрах тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Авӑ, аякрах та мар тейӗн, «ял тӑрринче» каҫхи тӗттӗмлӗхе ҫутатакан тулса ҫитнӗ уйӑх ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ ҫулпа велосипед ҫине утланнӑ арҫын анать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ виҫӗ ҫухрӑм ытла леререх йӑмра айне пулнӑ чуна ҫывӑх ял, сылтӑмарах — ҫӑва, ун тавра чӑрӑш лартнӑран тата тӗрлӗ йывӑҫ шӑтса тухнӑран пӗчӗк ката тейӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Авӑ мӗнле сӑмахсем пӗлетӗн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех