Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫултанах вӑл хӑвӑрт ӳсесси пирки вара никам та иккӗленмест.

Никто не сомневается в том, что через несколько лет он быстро вырастет.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Виҫҫӗмӗшӗ пирки вӑл, паллах, нихӑҫан та шухӑшламан.

Про третью, она конечно, никогда и не думала.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тӗслӗхрен, хваттере тӗпрен юсамашкӑн укҫа тӳлесси пирки тӗплӗн пӗлтерекен ҫуккипе чылайӑшӗн иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуралать: тен, укҫине хывмалла мар?

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакӑн пирки пычӗ калаҫу асӑннӑ пӗрлӗх ертӳҫипе Юрий Сергеевпа тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Ун пирки искусствӑри максималист тесе калама пулать. Вӑл Хемингуэя вылясшӑнччӗ. Микеланджело, Шекспир, Лермонтов - унӑн идеалӗсем. Вӑл пултаруллӑ, пысӑк чунлӑ ҫынсене хисепленӗ, хӑй те вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ...» - ҫырнӑ Я.Варшавский.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Мордвинов мана вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хальччен пурнӑҫра кун пеккине курман. Сцена ҫинче чаплӑ классик, театр романтикӗ йӑлкӑшрӗ», - ҫырнӑ ун пирки паллӑ актер Николай Бурляев.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Калаҫу йӗрки-тӗркине кирлӗ пек ҫавӑрас тӗллевпе Ольӑран амӑшӗ пӗҫерекен чи-чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ыйтсан, чиперкке пӳлӗне-пӳлӗнех икӗ-виҫӗ ят каларӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Пирӗн анне ҫӗр ҫинчи мӗн пур аннерен чи тутлӑ апат пӗҫерекенни!..» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

чӑваш хӗрарӑмӗсем пирки сӑмах пуҫарнӑ, ыттисене вӗсенчен - пирӗнтен тесе вула - тӗслӗх илме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче статья та ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Хам унта пулман та, вырӑсла е чӑвашла калаҫни пирки пӗлейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Чирлӗ ҫынсем пуҫ хытӑ ыратни, мышцӑсем, шӑмӑ сыпписем кансӗрлени, вӑйран кайни пирки калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ахальтен мар таврара ун пирки : «Вӑл пӑрчӑкан пек, вӑр-вар, маттур», - теҫҫӗ.

Не зря в округе про нее: "Она как трясогузка, быстрая, смелая", - говорят.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Министр ҫавӑн пекех паян ҫӗршывра 500 пин ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкни пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Канашлура Дмитрий Медведев кӗпернаттӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашниех яваплӑ пулни пирки аса илтернӗ:

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫ рынокӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тата ӗҫпе тивӗҫтерессине халалланӑ канашлӑва Дмитрий Медведев ҫак кунсенче кӑна-ха Правительствӑн тӑнӑҫлӑ социаллӑ-экономика аталанӑвне тивӗҫтерекен 2016 ҫулхи экономика ҫул-йӗрӗн планне алӑ пусни пирки пӗлтернинчен пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ май премьер ҫакӑн пирки сӑмах пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех