Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак пичче мана алӑран ярса тытрӗ те, хӑй те ҫӳлелле пӑхма пуҫларӗ.

Дядя-военный меня за руку держал и тоже смотрел.

Ҫӳлте епле ҫапӑҫаҫҫӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Салтак пичче мана хул хушшинчен тытрӗ те, уҫнӑ чӳречерен туртса кӑларчӗ, анне мана курмарӗ те.

Дядя меня схватил под мышки и вытащил, а мама не видала.

Маневрсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Люба упасене хӑвӑртрах булка парас тесе, булкине ярса та тытрӗ.

Люба всё булку хватала, чтоб скорей бросить.

Эпир мишкӑсене апатлантарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр мишки ыттисенчен маларах ишсе ҫитрӗ те, булкӑна шӑлӗсемпе ярса тытрӗ.

Один мишка скорей всех доплыл и схватил зубами булку.

Шурӑ мишкӑсем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Люба амӑшӗ Любӑна хулайӗнчен тытрӗ те: — Ну, кӗрех ӗнтӗ. Пыр, кайса ачашла крокодила, — терӗ.

Любина мама взяла Любу под мышки и говорит: — Ну, полезай. Пойди погладь крокодила.

Люба крокодилтан хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Акӑ пурте кула пуҫларӗҫ, мӗншӗн тесен упӑте кӑкшӑма тытрӗ те ӑна ӳпӗнтерсе веҫех ӗҫсе ячӗ.

И все стали смеяться, потому что обезьяна взяла молочник и прямо из молочника всё выпила.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Упӑте чашӑка тытрӗ те ҫавӑнтах ӗҫме пуҫларӗ.

Обезьяна взяла чашку и стала пить из чашки.

Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне мана тытрӗ те, чӳрече умӗнчен туртса илчӗ, мӗншӗн тесен тухса ӳкме те пулать.

А мама взяла и потянула меня с окна, потому что сказала, что я выпаду.

Эпӗ пионерсене куртӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне мана ярса тытрӗ те, эсӗ тухса ӳкесшӗн-и, терӗ.

А мама меня держала и говорила, что я хочу упасть.

Эпӗ пионерсене куртӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл ӑна малти урипе лешин кайри уринчен ярса тытрӗ.

Он его лапой хватал за ногу.

Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӗрача урӑх кӑшкӑрмарӗ, мана алӑран ярса тытрӗ те, эпир алӑпа сулкаласа: — И! И! И! — тесе пытӑмӑр.

А девочка не стала кричать, а взяла меня за руку, и мы стали руки качать и говорить: — И! И! И!

Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сасартӑк пӗр ҫын тендер тӑррине хӑпарса кайрӗ те, хайхи трубана ярса тытрӗ, труби пӑрӑнаканскер иккен, вара ӑна вӑл хӑй патнелле, тендер еннелле ҫавӑрчӗ.

И вдруг какой-то человек влез на тендер, потом поймал эту трубу, а она поворачивается, и он повернул её к себе, на тендер.

Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мучи мана ярса тытрӗ те: — Ан хӑра. Ку вӑл пире хирӗҫ килекен поезд, — терӗ.

Дяденька меня схватил и говорит: — Не бойся. Это встречный поезд.

Автомобиль пирӗн поездран иртсе каясшӑн пулни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унтан аллӑмсенчен ярса тытрӗ те мана ҫӳле хӑпартрӗ.

Он меня схватил за руки и поднял.

Эпир ҫывӑрма выртни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара мучи пирӗн дивана хыҫалтан ярса тытрӗ те туртма пуҫларӗ.

Потом дяденька взял наш диван за спинку, за самый низ, и потянул.

Эпир ҫывӑрма выртни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне мана ҫавӑнтах пырса тытрӗ.

А мама уже схватила меня в охапку.

Эпӗ тупӑнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл мана алӑран тытрӗ те: — Кайӑпӑр, эпир халех аннӳне шыраса тупӑпӑр, — терӗ.

Он меня взял за руку и говорит: — Пойдём, мы сейчас маму сыщем.

Эпӗ аташса кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара атте мана алӑран тытрӗ те алӑк хыҫне кӑларса тӑратрӗ.

Но папа взял меня за руку и вывел за дверь.

Аннепе атте мӗн ҫинчен калаҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Васька мана алӑран пӑчӑртаса тытрӗ.

Васька схватил меня за руку.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька кадета уринчен ярса тытрӗ те лаша ҫинчен туртса антарчӗ.

Васька схватил кадета за ногу и сдернул на землю.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех