Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимрук та хӑйсен ҫӳренне картишне кӗртсе тӑварчӗ, ӑна витене хупрӗ, тинӗлле утӑ пачӗ, пӳрте кӗчӗ.

Тимрук тоже завел во двор свою каурую, распряг и проводил в конюшню, бросил сена, сам зашел в дом.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Виҫҫешӗ те крыльцаран пӳрте васкамасӑр кӗчӗҫ.

Неторопливо поднялись на крыльцо, прошли в дом.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫӗнӗ пӳрте кӗретӗн иккен-ха, Шерккей шӑллӑм, — сӑмах хушрӗ Аттилля Йӑкӑначӗ.

— Ну вот, брат Шерккей, скоро и ты войдешь в новый дом, — с доброй завистью проговорил Игнат Атилля.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрарӑм, пӳрте кӗрсенех, апла калаҫакан марччӗ.

Обычно одинокая женщина, приходя в чужой дом, не ведет себя столь смело и развязно.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерпике пӳрте кӗчӗ.

Шербиге вошла в дом.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ахаль чух ялан хӗрлӗскер, халӗ вӑл шуралнӑ пек, ҫӳхелнӗ сӑмси вӗҫленнӗрех пек курӑнать, куҫӗ, ӗлӗкхи пекех йӑваш пӑхать пулин те, ӗшеннӗ пек, — Тухтар ҫавна пӳрте кӗрсенех асӑрхарӗ.

Обычно румяная, веселая, она показалась ему бледной, а нос вроде даже стал тоньше и длиннее; только глаза по-прежнему были добрые и приветливые, но тоже какие-то потухшие.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хам ҫакӑнта пулсан-и, тупата, ҫак пӗчӗк пӳрте эрне хушшинче курница тӗсӗ кӗртетӗп…

Будь я тут, я бы за неделю сделала из этого маленького домика настоящую горницу.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Атя пӳрте.

Идем в дом.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӳрте Тухтар килсе кӗчӗ.

В избу вошел Тухтар.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑпах ҫав самантра пӳрте Элентей килсе кӗчӗ.

И как раз в это время в дом вошел Элендей.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тем ытла пӗтсе кайнӑ вӑл, шурӑхнӑ, Элентей ҫавна пиччӗшӗ пӳрте кӗрсенех асӑрхарӗ.

Весь какой-то осунувшийся, даже исхудалый, Элендей заметил это сразу, как только тот переступил порог его дома.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аньӑна амӑшӗ пӳрте чӗнсе кӗртрӗ.

Аню позвала в дом мать.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Санӑн, хуҫа, — кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ Шерпике, — халлӗхе пӳрте кӗмелле марччӗ-ха, пӑлтӑра тух, алӑка сыхла, пӗр ҫынна та, пӗр кушака та кӗртнӗ ан пултӑр.

— А тебе, хозяин, — повернулась к нему Шербиге, — в дом сейчас входить не надобно, выйди в сени да карауль дверь, чтоб ни одна кошка, ни один человек не вошел в дом.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтан, пӑрӑнса, крыльцаранах пӳрте кӗчӗ, кил хуҫине хӑй хыҫҫӑн уттарчӗ.

Потом через крыльцо вошла в дом, пригласив за собой и Шерккея.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сайте хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсене пӳрте ертсе кӗчӗ.

Сайде и остальные вошли в дом.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл пӳрте кӗнӗ чух Селимепе амӑшӗ тем пирки кулкалатчӗҫ те — шӑпӑртах пулчӗҫ.

Мать и Селиме над чем-то пересмеивались, но тут же замолчали.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ӑна кӗлет патнелле ывӑтрӗ, хӑй пӳрте кӗчӗ.

Шерккей кинул ее к амбару, вернулся в избу.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей алӑк чӗриклетнине илтсе вӑранчӗ; пӳрте Селиме кӗчӗ пулмалла: кашма ҫийӗн утса иртнӗ пек, ҫаплӑ ҫепӗҫ пускалать вӑл.

Шерккей проснулся от дверного скрипа — наверно, это вошла Селиме: только она одна так неслышно и мягко ступает по кошме.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пӳрте васкарӗ.

Шерккей, взяв его, торопливо вошел в дом.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сайте пӳрте кӗчӗ.

Сайде вошла в дом.

XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех