Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горловка районӗнчи шахтерсем, вун пӗрмӗш шахтӑран, виҫҫӗн килчӗҫ те хайхи, ҫапла та капла, пирӗн гарнизаци пухӑнчӗ, хӗҫ-пӑшал кирлӗ — май килнӗ таран пулӑшӑрччӗ, теҫҫӗ.

Приходят трое шахтеров Горловского района, с рудника номер одиннадцать, говорят, мол, так и так, такая у нас собралась гарнизация, и есть нуждишка в оружии — сделитесь чем можете.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем урсах кайрӗҫ тейӗн — кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Дон!.. Пирӗн Дон! Лӑпкӑ Дон! Аттемӗр, савӑнӑҫӑмӑр! Ур-р-ра-а-а-а-а!» — унтан хайхи кантӑк витӗр, кӗперӗн тимӗр карлӑкӗ урлӑ тӳрех шывалла, карттусӗсене, кивӗ шинелӗсене, минтер пичӗсене, кӗпи-йӗмӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑрӗсене ывӑтма пуҫлаҫҫӗ.

Казаки прямо бесются: «Дон! Дон наш! Тихий Дон! Отец родимый, кормилец! Ур-р-ра-а-а-а!» — и в окны кидают, с моста прямо в воду, через железный переплет, фуражки, шинеля старые, шаровары, наволоки, рубахи, разную мелочь.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Турӑҫӑм, ара вӗт, хайхи, пӗлес килет!..

— Господи божа, да ить, стал-быть, любопытственно!..

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Митрий патне-ха, хайхи, пӗр пӗчӗк ӗҫ пур.

— К Митрию, стал-быть, дельце есть.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хайхи ӑнланмах лекрӗ, мӗншӗн тесен ман ҫул Артамашов ҫулӗнчен тӗрӗсрех пулса тухрӗ.

Вышло же так, что пришлось признать, потому что моя линия оказалась правильнее, чем линия Артамашова.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗнче вӑйӗ тени тӗрӗс-ха вӑл, анчах ӑна та пӳлме пулать-ҫке, цементлама пулать, вара пӑрӑхсем тӑрӑх ӑна йӑран сапма, выльӑх шӑварма яр, ху патна пӳрте кӗртме те пулать — хайхи тӗнче вӑйӗ пӗтрӗ, ҫынна пайти кӑна юлчӗ…

Стихия — это верно, но можно ее перепрудить, в цемент заковать, а потом уже провести трубы или ручейки и на грядки, и на водопой, и дажеть тебе в хату — и уже нет стихии, а имеется человеку одна выгода…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ художник юлашки сӑр хучӗ те: «Хатӗр», — терӗ, хайхи пир ҫинчен сирӗн ҫине чӗрӗ ҫынах пӑхать ӗнтӗ, ку портрет вара ӗмӗрлӗхех ҫапла юлать.

Но вот художник, положив последний мазок, говорит: «Готово», — и с полотна на вас уже смотрит живой человек, и портрет навсегда таким и остается.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Илтетӗп хайхи, килкартинчен кӗрет.

Слышу — идет со двора.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ну, пуҫларӑм хайхи хамӑрла, арӑмла.

Ну и давай его по-своему, как жена… —

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пуҫларӗ хайхи ман умра тӳрре тухма, ӗҫе путса лартӑм, тет, сӑрт ҫине пӑхса илмелӗх те вӑхӑт ҫук, тет.

Стал он передо мной оправдываться, говорит, что замыкался на работе, что некогда ему и в гору взглянуть…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Епле юрататчӗ вӑл сана, эсӗ ӑна кӳрентерсех качча кайрӑн, — хайхи хӑвах хурлӑх тупрӑн.

Как он тебя любил, а ты замуж вышла назло ему, а получилось — себе же на горе.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта хайхи шултра калаҫу пуҫланчӗ, ҫавах та резолюци илме пултартӑм.

Там и состоялся у меня крупный разговор, а все ж таки резолюции заполучил.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Министр главк начальникӗпе телефонпа калаҫрӗ, кунта хайхи ҫыхланса лартӑм эпӗ.

Министр позвонил начальнику главка, а вот там я и завяз.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крымов йышӑнать те мана, — вӑл хӑй патне мӗнле офицерсене янине пӗлсе тӑрать, — тӳрех калать хайхи:

Крымов принимает меня, а так как он знает, кого из офицеров к нему посылают, то прямо заявляет следующее:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аржанов, хайхи ҫыннӑн кӗпе ҫухавине аллинчен ярса, йӗнерӗ ҫинчен сиксе анчӗ те пӗррех ӑна пит урлӑ янклаттарса ячӗ.

Аржанов прыгнул с седла, — выпустив из рук воротник пойманного, с маху ударил того по лицу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗвел юман ҫӳллӗш хӑпарать те — ҫавӑнтах таҫтан мурӗнчен шӑна-пӑвансем нӑйлатса тухаҫҫӗ, выльӑхсене аптратма пуҫлаҫҫӗ, унтан хайхи… —

А как станет солнце в дуб, заюжит овод, зачнет скотину сечь, — вот тут…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗр ҫыхӑнман ҫӗртен аса илчӗ Сергей Платонович ҫак тӗркешӳпе ун хыҫҫӑн пулса иртнӗ ӗҫсене: кайран армана хайхи казакӑн арӑмӗ пырса кӗчӗ, ҫӑнӑхне тавӑрса пама тархасларӗ.

Безо всякой видимой связи вспомнился Сергею Платоновичу этот случай и последствия его: жена казачишки приходила с просьбой возвратить муку.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпир ҫапла, Иккӗмӗш Александр патша пурӑннӑ чух службӑра тӑраттӑмӑрччӗ те хайхи… — калаҫма пуҫларӗ Авдеич, анчах сивлек кӑмӑллӑ Богатырев старик ҫавӑнтах ӑна чӑртмаххӑн хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Мы как служили при покойничке Александре Втором… — начал было Авдеич, но суровый старик Богатырев строго перебил его:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑваттӑмӗш кунне вара Пантелей Прокофьевичпа Дарья хушшинче иккӗшӗ кӑна пӗлекен хайхи асар-писер пӑтӑрмах пулса иртрӗ.

А на четвертый день и произошел этот случай, о котором знали лишь Дарья да Пантелей Прокофьевич.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксемсӗр юлнӑ килсенче тӑрӑсӑр сарайсемпе кивелсе кайнӑ хӑлтӑр-халтӑр витесем тӑлӑххӑн мӑкӑрӑлса лараҫҫӗ; арканса-юхӑнса пыракан пурнӑҫ вӗсем ҫине хайхи салху та илемсӗр йӗрӗсене хӑварнӑ.

Те дворы, где не осталось казаков, щерились раскрытыми сараями, обветшалыми базами, постепенное разрушение оставляло на них свои неприглядные следы.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех