Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Салтаксем (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моряксем ҫапла-ха, анчах салтаксем

Моряки — да, а солдаты…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑрҫӑ чухне эпир пӗтӗм вӑя хурса ӗҫленӗшӗн пире салтаксем тав тунӑ.

— За то, что мы в войну самоотверженно трудились, нам спасибо говорили бойцы.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Октябрь уйӑхӗнче салтаксем вак-тӗвек ушкӑнсемпе вӑрҫӑран тарса тухнӑ пулсан, ноябрь вӗҫнелле ротӑсем, батальонсем, полксем позицисене пӑрахса кайма тытӑнаҫҫӗ.

Если в октябре солдаты уходили разрозненными, неорганизованными кучками, то в конце ноября с позиций снимались роты, батальоны, полки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем йӗри-тавралла унӑн-кунӑн пӑхкаларӗҫ те пӗр хушӑ иккӗленерех пынӑ хыҫҫӑн, тукмаксем пек вӗҫе-вӗҫӗн сапаланса, лапсӑркка ӑвӑссем айӗнчи тип ҫырманалла сулланчӗҫ.

Солдаты поглядели по сторонам, пожались в нерешительности и, как волки, гуськом, грязносерой цепкой потянулись в залохматевшую осинником ложбинку.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, салтаксем еннелле ҫаврӑнса, ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:

И, повернувшись к солдатам, крикнул негодующе:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем, пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхса илсе, винтовкисене хатӗрлесе тытрӗҫ.

Переглянувшись, солдаты сняли винтовки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем чарӑнса тӑчӗҫ.

Солдаты остановились.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксенчен темиҫе чалӑшра пыракан салтаксем, кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, самантлӑха чарӑнчӗҫ те унтан каллех, ирӗксӗртен тенӗ пек, малалла тапранса утрӗҫ.

Солдаты, находившиеся от казаков на расстоянии нескольких десятков саженей, заслыша крик, на минуту остановились и вновь, словно нехотя, тронулись вперед.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем ахӑртнех сӑрт хыҫӗнчи ял ҫывӑхне пымасӑр аякран ҫаврӑнса иртме шутласа утаҫҫӗ пулмалла.

Солдаты шли, имея явное намерение обойти видневшуюся под изволоком деревушку.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Петроградри рабочисемпе салтаксем эсир каинсем пулмӑр тесе шанса тӑраҫҫӗ.

Но петроградские рабочие и солдаты надеются, что вы не будете каинами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирӗн пата эпӗ Петроградри рабочисемпе салтаксем хушса янипе килтӗм.

Я послан к вам петроградскими рабочими и солдатами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Паллах ӗнтӗ, салтаксем каясшӑн пулмаҫҫӗ.

— Солдатня, конечно, не пойдет.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ак ҫак проспектпа, ҫак урамсем тӑрӑх кӗлмӗҫ ҫынсемпе салтаксем шӑратнӑ тӑхлан юхӑмӗ евӗр капланса иртнӗ чух сирӗн мӗнлерех сӑн-пит пулнӑ-ши?

Как выглядели вы, когда чернь и солдатня расплавленной рудой текли вот по этому проспекту, по улицам?

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем кулса ячӗҫ.

Солдаты засмеялись.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем пысӑк ушкӑнсемпе ялсене кайса ҫӳреҫҫӗ.

Солдаты толпами уходили в близлежащие деревушки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шинель ҫаннисем ҫумне хӗрлӗ хӑюсем ҫыхнӑ салтаксем, ҫурӑмӗсем хыҫне Англире вырӑссен ӗлкипе туса кӑларнӑ винтовкӑсем ҫакнӑ та, платформа тӑрӑх вӗркӗшсе ҫӳреҫҫӗ.

На платформе сновали солдаты с красными бантами на шинелях, с добротно сделанными новыми винтовками русского образца, но английского происхождения.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Этем ҫумне ҫӑмӑллӑн ҫыпҫӑнса, пӗтӗм салтаксем хушшинче тарӑн тымар яма пултарнипе хӑрушӑ.

Хуже в том отношении, что легче прилипает к человеку и внедряется в самые толщи солдатских масс.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем хӑйсем тӗллӗн позицисене пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ, ахаль ҫынсенех ҫаратаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, офицерсене вӗлереҫҫӗ, вӑрҫӑра вилнисемпе аманнисен япалисене тустарса ҫӳреҫҫӗ…

Солдаты самовольно уходят с позиций, грабят и убивают жителей, убивают офицеров, мародерствуют…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем халӗ иртӗхсе кайнӑ преступниксен бандисем пулса тӑчӗҫ.

Солдаты превратились в банды преступников, разнузданных и диких.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем пӗр ҫын юлмиччен пӑсӑлса кайнӑ, вӑрҫа каясшӑн мар — ывӑнса ҫитнӗ.

Солдаты буквально все разложены, воевать не желают — устали.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех