Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Меллӗ пултӑр тесе сумкӑсем лартмалли вырӑнсем пур, ҫумӑр лекесрен тӑррине витнӗ.

Для удобства размещены подставки для сумок, сами места находятся под крышей, так что дождь не страшен.

Шупашкарта тепӗр мини-пасар уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35767.html

Кашни ҫулах ҫӗнететӗп вӗсене, ҫуллен мӗнле те пулин ҫӗнӗ йышши илемпи пултӑр тесе тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Валентина Александровна хӑйӗн ача чухнехи ӗмӗчӗ ҫинчен каласа пачӗ: вӑл чечек патшалӑхӗнче пурӑнасшӑн, таврара пур ҫӗрте те чечеклӗ пултӑр тесе ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Маларах, хӗрӗпе кӗрӳшне пулӑш пултӑр тесе, мунча хутма, апат пӗҫерме, пахчара чӗкӗнтӗр-кишӗр кӑларма, выльӑх валли пӗчӗк арманпа тырӑ авӑртма, кил-тӗрӗшри вӑй ҫитекен ытти ӗҫсене те тума тӑрӑшнӑ Николай Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫсен вӗҫӗ ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Пуҫ тайса чӗнмесӗр тӑратӑн-и, чечек хуратӑн-и е паттӑрсемпе юнашар сӑн ӳкерттеретӗн-и — мӑнаҫлану пултӑр ялан.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Ку ҫынсен гражданла активлӑ позици пултӑр, вӗсен ентешӗсем вӗсене шанччӑр.

Главное, чтобы у этих людей была активная гражданская позиция, а их земляки - им доверяли.

Пушкӑртра часах суйлав пуҫланать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3390311

Эпӗ яланах хамӑр ялӑн ялавӗ пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Халӗ ку тапхӑр шӳтсемпе, хаваслӑхпа, шавпа тулли пултӑр.

Сейчас весь ваш период должен быть наполнен шутками, весельем и всеобщим гамом и шумом.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑшт ҫӑмӑлрах пултӑр тесен ҫӗнӗ ӗҫсене ан пуҫӑнӑр, вӑрах вӑхӑтлӑха план ан тӑвӑр.

Чтобы его хоть немного разгрузить, не начинайте новые дела, ничего долговременного не планируйте.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пирӗшти яланах ҫумра ҫӳретӗр, сар хӗвел ӑшшипе, ҫут тӗнче илемӗпе малашне те савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Каярах сире хӑвӑрӑн пуҫаруллӑ проектӑрсене сӳтсе явма меллӗ пултӑр тесе, ятарлӑ тӳрем те туса пама тӑрӑшӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Ишев яланах ӑнӑҫлӑ пултӑр!

Пусть ваша служба будет наполнена новыми достижениями!

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Кашни кун ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе тата ҫӗнтерӳсемпе тулли пултӑр!

Пусть каждый день будет наполнен новыми достижениями и победами!

Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/02/ole ... hno-desant

«Ял аталанса, чечекленсе пытӑр, унпа мухтанмалла пултӑр. Тӑрӑшни нихӑҫан та сая ан кайтӑр, ҫитӗнӳсем патне илсе пытӑр. Тӑван кӗтес яланах сирӗн чӗрере пултӑр», — тенӗ Александр Федоров ял ҫыннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Эпир, паянхи вӗрентекенсем, ачасене шкулта вӗренме интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Хӗве хупас умӗн хӗре ҫу пек ҫемҫе чӗлхеллӗ кин пултӑр пӗр кашӑк ҫу, пӗр калак (кашӑк) пыл хыптарнӑ, пурнӑҫӗсем хулӑм (хулӑн) пултӑр тесе минтер ҫине пустарнӑ».

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Аттӗш-амӗш (ашшӗ-амӑшӗ) пуҫ ҫапнӑ чух пахиллет: ачӑр-пӑчӑр йышлӑ пултӑр, ҫуртӑрта, картӑрта выльӑх-чӗрлӗх шеп (нумай) ӗрчетӗр, акнӑ тыр-пул уй-хирте ӑнса пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Мӑн кӗрӳ пулаканни авланакан качча сӑра курки тыттарать, авланакан каччӑ ҫав сӑрана пӗр виҫ трит (хут) ваттисен умӗнче пултӑр тесе ҫӗре тумлатать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех