Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫсӑр юланут уҫланкӑналла уттарса пынӑ, уҫланкӑ тепӗр пуҫӗнче пирӗн юланутсем чарӑнса тӑнӑ-мӗн.

Всадник без головы направился в просеку, на противоположном конце которой остановились наши всадники.

XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Акӑ тата тепӗр майӗ те пӗтрӗ, — усаллӑн чашкӑрса илнӗ Кольхаун, тухса каймашкӑн каялла ҫавӑрӑнса.

— Вот и еще одна возможность потеряна! — злобно прошипел Кольхаун, поворачиваясь, чтобы выйти.

XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Апла пулсан, эпӗ тата тепӗр хут калатӑп: эсӗ чӑнах та ухмаха ернӗ.

— Тогда я еще раз скажу, что ты действительно сумасшедший.

XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Унпа юнашар тепӗр кӗлетке, хура тумтир тӑхӑннӑскер.

— Рядом с ней другая фигура, в темном.

XXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Ҫак ӗҫ хамран килнӗ пулсан, эпӗ сана калӑттӑм: ыран та, тепӗр кун та, кашни кунах, чунӑм, тейӗттӗм.

— Если бы я только мог, я бы сказал тебе: да, завтра, и послезавтра, и каждый день, моя любимая!

XXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Лӑпах тӗлме-тӗл, тепӗр ҫыранӗ ҫумӗнче, тем пысӑкӑш тополь айӗнче пӗчӗк кимӗ тӑнӑ.

Как раз напротив, у другого берега, стояла маленькая лодка под тенью огромного тополя.

XXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унӑн пӗр енче чул хӳмепе хапха пулнӑ, тепӗр енче пит чӑнкӑ ҫыран пулнӑ.

С одной стороны были стены и ворота, а с другой был крутой обрыв.

Хурсем Рима хӑтарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тепӗр кунне визир патне пӗр сутуҫӑ пынӑ.

На другое утро пришел к визирю лавочник.

Абдул визир // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тепӗр кунне тӳре сут тунине итлеме темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ.

На другой день собралось много народа слушать, как рассудит судья.

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Уксах калать: «Эсӗ мана парасса патӑн та, анчах тепӗр ырӑлӑх тусам: ху лашу ҫине лартса, хулари аслӑ урама ҫитерсем, кунта мана лашасем, тӗвесем таптаса каясси те час пулӗ», — тет.

 — «Милостыню ты дал,— сказал калека,— но еще сделай милость — довези меня на твоей лошади до площади, а то лошади и верблюды как бы не раздавили меня».

Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӳрнеккей пӗр чул катӑкӗ патӗнчен тепӗр чул катӑкӗ патне ертсе пыра-пыра, вӗсене килнех ертсе ҫитернӗ.

Мальчик с пальчик шел с камушка на камушек и так довел их до дома.

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫук ҫын пӗр хурне илет те, улпутпа арӑмне парса калать: «Ак эсир хурпала виҫҫӗн пултӑр, — тет; тепӗр хурне ывӑлӗсене парать: — Акӑ эсир те хурпала виҫҫӗн, — тет; тата тепӗрне хӗрӗсене парать: — Акӑ эсир те ӗнтӗ виҫҫӗн пултӑр», — тет.

Бедный мужик взял одного гуся — дал барину с барыней и говорит: «Вот вас трое с гусем»; одного дал сыновьям: «И вас, говорит, трое»; одного дал дочерям: «И вас трое».

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑрӑ ашака ҫавӑтнӑ та тепӗр еннелле тарнӑ.

Второй вор увел осла.

Виҫӗ вӑрӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав вӑхӑтра ун патне тепӗр вӑрри пынӑ та: «Эсӗ мӗн шыратӑн?» — тенӗ.

Тогда к нему подошел второй вор и спросил, чего он ищет?

Виҫӗ вӑрӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав йӗпе, варринчен шӑтарса, шӗп-шӗвӗр пӑта ҫине ирӗккӗн ҫаврӑнакан туса тирсе лартсан, йӗпе кирек епле май ҫавӑрса ярсан та, унӑн пӗр вӗҫӗ кӑнтӑр енне, тепӗр вӗҫӗ ҫурҫӗр енне ҫаврӑнса тӑрать.

и насадить ее серединкой на шпенек, так, чтобы она ходила вольно на шпеньке, то как хочешь верти магнитную иголку, как пустишь, она станет одним концом на полдни (юг), другим — на полночь (север).

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чӑрӑш икеллине кирек епле хуҫсан та, унӑн татӑкӗсен пӗр вӗҫӗ путӑк пулать, тепӗр вӗҫӗ мӑкле пулать.

Еловую шишку где ни разломи, все будет с одного конца пупом, а с другого чашечкой.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла магнита кирек мӗнле кассан та, пӗр вӗҫӗ унан туртса илет, тепӗр вӗҫӗ тапса ярать.

И как его ни разломи, все с одного конца он будет выпирать, а с другого втягивать.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Магнит татӑкӗ вӑл пӗр вӗҫӗпе ялан хӑй патнелле туртса тӑнӑ пек, тепӗр вӗҫӗпе хӑй патӗнчен тапса тӑнӑ пек.

Как будто с одного конца магнит выпирает, а с другого втягивает.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Татах ҫурмаран кассан та, ҫавах пулать: темӗн чухлӗ татӑк тусан та, пӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗрне туртса илеҫҫӗ, тепӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗринчен тараҫҫӗ.

И еще разруби — то же будет, и еще руби сколько хочешь — все то же будет: одинакие концы будут отворачиваться, разные цепляться.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Магнит татӑкне ҫурмалла татсан, каллех вӑл татӑксен пӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗрне туртса илеҫҫӗ, тепӗр енчи вӗҫӗсем пӗр-пӗринчен тараҫҫӗ.

Если одну магнитную палочку разрубить пополам, то опять каждая половинка будет с одной стороны цепляться, а с другой отворачиваться.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех