Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
Кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулас ӑрусем валли кунтан лайӑх япала хӑварма та ҫук: пире курса вӗсем те кӗрешме вӗренӗҫ.

Вот самое лучшее наследство, которое можно оставить потомкам: пример для подражания!

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тепӗр вуникӗ кунтан Суллӑна ӑсатакансем виллӑран Рим патнелле кайма тухрӗҫ.

Двенадцать дней спустя похоронное шествие двинулось из виллы Суллы по направлению к Риму.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ, путсӗр ҫын, виҫӗмкун апла каламан-ҫке, виҫӗмкун сан ҫине хысна штраф хывмалла тунӑ тӗрӗс приговортан кулнӑ, тӳлеместӗп тенӗ, мӗншӗн тесен ик-виҫ кунтан Сулла вилет те, штрафа каҫараҫҫӗ, тесе кӑшкӑрнӑ.

— Ты не так говорил третьего дня, подлый негодяй, ты смеялся над моим приговором, которым ты справедливо был присужден к уплате штрафа в государственную казну, и кричал, что не хочешь платить, так как через день-другой я умру и с тебя сложат штраф.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Мана кунтан кам та пулсан йӑтса илсе кайӗ-ши?

Унесет ли меня кто-нибудь?

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Пирӗн салтаксем кунтан каяс ҫук.

Наши не ушли.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Костя кунтан пысӑк та хаклӑ парне пулма пултарайманнине ӑнланать.

И Костя понимает, что более щедрого, самоотверженного подарка быть не может.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя савӑнать те, хурланать те: унӑн амӑшне, хӑйӗн ҫывӑх тусне Хӗветӗре, кӳршӗри ачасене тата Лелькӑна та курасси килет, анчах пӗрре те кунтан каясси килмест.

Костя радуется и огорчается: ему хочется повидать маму, верного Друга Федора, соседских ребят и даже Лельку, но совсем не хочется уезжать отсюда.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кунтан кун ҫакӑн пек пулса пырать.

Это повторяется изо дня в день.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Халӗ фарватерӗ кунтан иртет, каярахпа, пӑхатӑн, юшкӑн хурса хӑварать, хӑй сулахай ҫыран ҫывӑхнелле тарать.

Сейчас фарватер здесь идет, а потом, глядишь, мель намоет, и он к левому берегу убежит.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Палӑк кунтан курӑнмасть, пӑрахут кӑшкӑртмасть, — ураписен ҫунаттисемпе васкавлӑн та тӑрӑшса шыв ҫинче ҫатӑлтаттарать вӑл.

Памятника отсюда не видно, пароход не дает гудков, а торопливо и деловито шлепает плицами по воде.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Курмалли мӗн чухлӗ, анчах май ҫук вӗт: амӑшӗ карлӑк ҫумне тӑнӑ та, Костя ҫинчен куҫне те илмест, ҫапла вара нимӗнле те кунтан пӑрӑнса кайма юрамасть.

Столько надо увидеть — и нельзя: мама стоит у перил, не сводит с Кости глаз, и, значит, уйти никак не возможно.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кунтан тӗтӗрлентерсе антарса ямӗҫ-ши ӑна?

А не турнут его отсюда?

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Валерийӑн пичӗ кӑвакарнӑ, кӑштах чармакланса тата хусканмасӑр пӑхакан пысӑк хура куҫӗсем ӑна салхуллӑ сӑн кӗртеҫҫӗ, кунтан вара тӗлӗнмелле те, мӗншӗн тесен вӑл качча кайнӑранпа уйӑх ҫеҫ иртнӗ-ха.

Лицо Валерии было очень бледно, а большие черные глаза, несколько расширенные и почти неподвижные, смотрели со скучающим выражением, что казалось странным для женщины, вышедшей замуж месяц тому назад.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫав кунтан вара Спартак патриций килне час-часах ҫӳрекен пулчӗ, вӗсем пӗр-пӗрне хисеплени, туслӑ пуранни палӑрчӗ.

С этого дня Спартак часто приходил в дом патриция, и все заставляло думать, что между ними установилась связь, основанная на взаимном уважении и дружбе.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тухса кайнӑ пултӑр кунтан!

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Пире эсӗ кунтан тухса кайни кирлӗ!

— Хотим, чтобы ты убрался отсюда!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Тухса кайччӑр кунтан аристократсем, Форумра, Капитолипе Палатин ҫинче хӑйсен иртӗхнӗ пурнӑҫӗпе пӑчланччӑр!

— Пусть эти проклятые аристократы убираются отсюда на Форум, в Капитолий, на Палатин и погрязнут в своих бесстыдных пирах и оргиях.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Хуть те Стикс патне кай, анчах кунтан тухса кайнӑ пултӑр!

— Хоть в Стикс, только вон отсюда!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӑрах куҫлӑ Лутация унтан та кунтан ыйтакан выҫӑ ҫынсене мӗн кирлине пурне те пама тӑрӑшнӑ.

Лутация Одноглазая суетилась, стараясь удовлетворить раздававшиеся одновременно со всех сторон шумные требования проголодавшихся посетителей.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кунтан иртме, чӑнах та, йывӑр, анчах та ман танк иртетех.

— Трудно пройти, верно, а все же мой танк пройдет!

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех