Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи кун ҫамрӑксене спортпа туслаштарасси тӗп вырӑнта тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин: Спорт пирӗншӗн - пӗр сӑмахсӑр патшалӑх приоритечӗ, наци тӗллевӗсен аталанӑвӗн тӗп пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Палӑртмалла, виҫӗмҫулхипе танлаштарсан депутатсем Патшалӑх Канашне сӗннӗ саккун проекчӗсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ: пӗлтӗр - 25, 2022 ҫулта - 13. Иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин 105 саккунне йышӑннӑ, вӑл шутран 14-шӗ - тӗп саккунсем.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Унта Чӑваш енре пурӑнакансем, ҫуралса ӳссе тӗп хулара тӗпленнисем кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗн хӑнисем хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Чылай регион хӑйӗн туризм илӗртӳлӗхне тӗп вырӑна хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Ҫӗршывӑн тӗп хулин илӗртӳлӗхӗ вӑйлӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Пушкӑрт тӗп хулин территорийӗнче пурӗ 24 сехет хушшинче 22 транспорт инкекне регистрациленӗ, вӗсенчен пӗринче пӗр ҫын инкек курнӑ.

Всего за 24 часа на территории столицы Башкирии зарегистрировано 22 дорожно-транспортных происшествия, в одном из них пострадал один человек.

Уфара патшалӑх автоинспекторӗсем талӑк хушшинче ҫичӗ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3761470

Вӑрмар шкулӗнчи волонтерсем акци вӑхӑтӗнче поселокри ҫынсене тата унӑн хӑнисене майӑн 9-мӗшӗн тӗп символне — Георги хӑйӑвне — 500 штук парса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Унӑн тӗп символӗ — хура тата тӗттӗм сарӑ тӗслӗ лента — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри Ҫӗнтерӗвӗн тӗп атрибучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Юхӑмӑн тӗп тӗллевӗ — Раҫҫейре пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси тата спорт пурнӑҫӗн культурине тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем ӑмӑртнӑ // Надежда ШИШКИНА. http://gazeta1931.ru/urmary/11948-c-m-l- ... tsem-m-rtn

Ҫӗнтерӳҫӗ-салтак палӑкӗ умӗнчи «Астӑвӑм» торжествӑлла мероприяти хыҫҫӑн тӗп площадьре ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Артиллери подразделенийӗ тӑшманӑн пилӗк танкне, вунӑ ытла артиллери орудийӗпе реактивлӑ артиллерин ҫар машинисене, ҫар ҫыннисене тӗп тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Шӑпах та ҫакӑ – историлле ҫӗнтерӳсен тӗп никӗсӗнче, малашне те ҫаплах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Хастарлӑхпа паттӑрлӑх тума пултарасси Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн тӗп пахалӑхӗ пулнӑ, пур, пулать те.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

1943 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Украинӑн тӗп хулине тӑшмантан туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, майӑн 6-мӗшӗнче, Элӗкри тӗп больницӑн актсен залӗнче призыв комиссийӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

«Апат пӗҫересси, кӗпе-тум ҫӑвасси, ӑна ҫӗлесси, ача пӑхасси хӗрарӑмӑн тӗп ӗҫӗ-тивӗҫӗ, ку ӗҫсене арҫынна тума намӑс тесе шутлакансем те пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑван ҫӗршыв хӑвачӗшӗн тӑрӑшасси — пирӗн тӗп тӗллев…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Фунт, шиллинг, — патшалӑхӑн тӗп банкӗнче ӗҫлекен ҫын майлах шӗкӗлчеме тытӑнать мотоцикл хуҫи, — динар, франк, лев, марка, гульден, драхма, крона, рупи, иен, тугрик…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Этемӗн тӗп килӗ пулнӑ вӑрмантан мӗн-ма мӑшкӑлламалла вара пирӗн?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех