Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна вӑл пӗлнӗ: «Турӑ патӑр, Кӑтарттӑр, — тенӗ, — хӑватне».

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗншӗн калатӑп ҫакна, юлташсем?

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗриленсе кайнӑ миме вара ҫакна ҫирӗплетме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна ҫеҫ астӑвать: ашшӗпе амӑшӗ килте лашапа ӗне курмасӑрах ҫӗре кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гариф ҫакна тӗшмӗртет кӑна та мар, шансах тӑрать, мӗншӗн тесен, ун шучӗпе, темиҫе ҫул хушши ертсе пыракан ӗҫре пулнӑ ҫынна яланлӑхах манса хӑварма тивӗҫлӗ мар, пӗр ырӑ ҫын тупӑнатех ӗнтӗ, районран е Шупашкартан килет те ҫавӑн пек активиста мӗншӗн манса хӑваратӑр тесе ятлатех.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата ҫакна илсе пӑхӑр эсир: кашни ялта уйрӑм колхоз туса эпир ытлашши штат мӗн чухлӗ тытатпӑр, шутласа кӑлараймӑн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата вӑл иртнӗ ҫулах ҫакна сисрӗ: Зейнаб урӑх каччӑна кӑмӑллать, ӑҫта та пулин курсан, ун ҫинчен куҫне илме те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ҫав-ҫавах ҫакна ҫирӗп ӗненсе тӑчӗ: Ятман кӑҫал виҫӗ колхозшӑн та ҫав тери йывӑр ҫул пулнине пӗле тӑркачах кирлӗ мар ӗҫ пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Инженерпа Ятман ҫакна асӑрхарӗҫ: иртен-ҫӳренсем лавӗсене чарнӑ та виҫӗ ял халӑхӗ ӗҫленине хӑйсен ураписем ҫине хӑпарсах пӑхса тӑраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем, лавӗсене хӑварса, ҫывӑхах килсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тата ҫакна ӑнлантарарах парӑр, — Левентей ҫине кӑтартрӗ представитель.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку учрежденире ӗҫлекен паллакан ҫынран вӑл ҫакна пӗлчӗ: ӑна ырӑ канаш паракан хӗрарӑм начальник арӑмех иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна ӑнланса илӗр: пӗтӗм ӗҫ халь сирӗнтен килет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен, Левентей ҫакна курчӗ: Камышин умӗнче ялан Липа йӑтса ҫӳрекен карттӑ выртать, Ятман ун ҫинчи уйрӑм вырӑнсене тӗллесе кӑтарта-кӑтарта майӗпен сӑмах тытать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна илтесшӗнччӗ те эпӗ санран, — кӑмӑллӑн каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Тутаркаса каҫсанах агроном ҫакна сисрӗ: — халех-и, халех мар-и, анчах «Атӑлпа» «Алга» пер-пӗринпе вӑйлӑн ӑмӑртма тытӑнаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир ун патне чылай талпӑннӑ, ҫавӑнпа ҫакна тивӗҫ.

Вы долго шли к этому и действительно заслужили этого.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакна аса илчӗ те вӑл, пушшех хӑракан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм тракторне юсамасӑр ҫывӑрма выртса кутӑнланнӑ чухне ӑна-кӑна тавҫӑрса та илмерӗ, вӑл ҫакна ним ҫинчен шутламасӑр, МТС пуҫлӑхӗсене кӑшт та пулин куҫран пӑхтарас тесе ҫеҫ турӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын хӑйне руководитель тӗрӗс хӑтӑрса тӑкнине те пӗлет, ҫапах та ӑшӗнчи мӑнкӑмӑллӑхӗпе кутӑнлӑхӗ ӑна ҫакна йышӑнма кансӗрлеҫҫӗ-кансӗрлеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир, колхоз хресченӗсем, ҫакна пурнӑҫлассишӗн нимӗскере те хӗрхенсе тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех