Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе аслӑ ывӑлӗ урапан малти пайне ҫӗре лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел тухнӑ ҫӗре ана ҫине ҫитмелле пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Столыпин саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫӗре обществӑпа усӑ курассине пачах прахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫийӗн ӗне, пӑру, сурӑхпа качака тата сысна кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр тӗрлӗрен курӑка ҫисе пынӑ майӑнах хӑйсен тислӗкӗпе тата шӗвекӗпе ҫӗре те апатлантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирӗкре пурӑнас, пуҫу хулпуҫҫи ҫинче чипер сывӑ ҫӳретӗр тесен, пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗлне, хаклӑ япалусене пух та кӗҫӗрех Урала, Ҫӗпӗре е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре тухса вӗҫтер.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма-чӑпар ӑйӑр Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, куштан йӗкӗт пек, ик-виҫӗ хутчен пуҫне сӗлтсе илчӗ, малти сылтӑм урипе ҫӗре кукалерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр ҫӗре чупса ҫитсе шыв сапать кӑна — тепӗр ҫӗрте ҫурт-йӗр шатӑртатса ҫунма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл халь-халь унта ҫапӑнса пашалу пек лӗштӗр пулать те, ӳчӗ ҫӗре лаплатса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ташланӑ чух Элюкӑн ури ҫӗре перӗнмест», — тесе шӳтлеҫҫӗ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан кашни ял ҫамрӑкӗсем уйрӑмшарӑн пӗр ҫӗре пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ, улача кӗпине хывса ҫӗре печӗ, йӗм ҫӑрхине турткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен, меллӗ вӑхӑт тупрӑм тесе, хулӑмми ҫӗре ӳкрӗ, ҫамрӑккине хӑй пуҫӗ урлӑ ывӑтма тӑчӗ, анчах пулмарӗ — вӑрӑмми, ӑна урисенчен явса илсе, ун ҫинчех юлчӗ, аллине ҫӗклесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович урхамахӗ, тутарсен мухтава тухнӑ чи лайӑх учӗсене ҫӗр-ҫӗр аллӑ метр кая хӑварса, ҫитес ҫӗре чи малтан ыткӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урисем ҫӗре лекмеҫҫӗ те тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑштах тӗркӗшкелесе тӑнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ те ҫӗре пӗтӗрӗнсе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем халь-халь ака ҫуракине тухаҫҫӗ, ҫӗре сухаласа тырӑ акма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка кайри урисем ҫине тӑчӗ, пуҫне силлекелесе сулкаларӗ — хӑй ҫинчи юланутҫа ҫӗре ывӑтасшӑн пулчӗ, анчах кӑлӑхах тӑрмашрӗ: Антунӑн ҫирӗп аллисем ӑна ытлашши пӑркаланма та, тапӑртатма та памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра юлташне ним мар ҫӗртен кӳрентернӗшӗн тарӑхса кайнӑ Йӑкӑнат Сабире пӗрре ҫапсах ҫӗре начлаттарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, малтан шуса килекенни, самаях пысӑкскер, Услипе Хветут хушшинчи вӗрлӗк картана хӑй айне тӗркелесе чиксе, урамалла йӑтӑнса тухрӗ, ҫӗре чӗрмелесе хуралнӑ сӑмсине ҫӗклесе чӳхенсе илчӗ те ку еннелле сулӑнса шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темшӗн-ҫке вӑл паян Палас хӗррине, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре, тухмарӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те кил хушшинче чакаланма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех