Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи ҫӗр-шыври халӑхсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ» тенине те тӗрӗс ӑнланма пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Час-часах ҫакӑн пек каланине илтме пулать: халӗ чӑвашсем те вырӑсла лайӑх пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхи вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси ҫинчен мар, халӑх хушшинче ытларах вырӑс чӗлхине сарасси ҫинчен шутламалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Халӗ кӑркӑсла темӗн тӗрлӗ литература тухать, вӑл илемлӗ литература чӗлхи кӑна мар, наукӑпа техника чӗлхи пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кино калаҫма тытӑнчӗ, тӗрлӗ тӗслӗ, сарлака экранлӑ, панорамӑллӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн ума вара ирӗксӗрех Гамлет ыйтӑвӗ тухса тӑчӗ: пулмалла-и, пулмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Куракансемшӗн вӑл ун чухне нимпех те сисӗнмерӗ-ха, афишӑсенче театр ячӗ улшӑнни кӑна паллӑ пулчӗ: Чӑвашсен Академи театрӗнчен музыкӑпа драма театрӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн ҫак ҫамрӑксен театрӗ юлашки ҫулсенче вӑл пирӗн чи хаклӑ, чи хисеплӗ курав ҫурчӗ пулса тӑчӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Кассӑра билет туянсан Герасим Федотович самолет кӗтекен ҫынсен ушкӑнне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна асӑрхасан Марина тӳрленсе тӑчӗ, тутине ҫат ҫыртнӑскер йӗпе аллипе карлӑкран ҫатӑр ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун-кун пӑхкаларӗ те хапха умӗнче хытса тӑчӗ: туран Марина анать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович хӗрсех ӗҫленӗ вӑхӑтра решетке-карта ҫумне шкултан таврӑнакан Тамара пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑр пуҫне эс шӑрчӑк иккен, Караҫӑм! — каллех ура ҫине сиксе тӑчӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Мӗншӗнне хӑвах чухлама тивӗҫ! — хӑяккӑн ҫаврӑнса тӑчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗтлӗх хӗрринче Герасим Федотович чарӑнса тӑчӗ, куҫне хӗвелтен аллипе хупласа унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Плащ аркине кӑштӑртаттарса васкавлӑн утакан ҫын умне Герасим Федотович хӑюллӑн тухса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте Марина кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виссарион Игнатьевич та ура ҫине сиксе тӑчӗ, хӗрарӑмсен картине вӑркӑнса кӗчӗ, ҫав самантрах унпа пӗрле ташлама Севет инкене тӗртсе кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Авӑн уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуллахи вӑхӑта аса илтерекен уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тимахван мучи сӑмах чӗнменшӗн кулянатӑн — ҫапла-и? — састӑп аври ҫине таянса Герасим Федотовичпа юнашар пырса тӑчӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кайран, трактор ҫине ларсан, Кирик колхозра хисеплӗ механизатор пулса тӑчӗ — эс ӑна ухмах тетӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех