Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта республикӑри паллӑ утарҫӑсене, Чӑваш Енри наукӑн икӗ докторӗн, икӗ кандидачӗн ӗҫӗсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Америкӑра, Хӗвел анӑҫ Европӑра тата ытти ҫӗрте те паллӑ тӑвакан Хэллоуин та пирӗн ҫӗршыва ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвассине те каларӗ Олег Алексеевич.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Ҫавна май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулта культурӑна аталантарассипе, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халалласа туса ирттернӗ мероприятисемпе кӗскен паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Укҫа номерӗсене ҫырса юл, сехет маркине ан ман, ӑҫтан та пулсан паллӑ ту.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Анчах ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: штат кӗскетессине паян-ыран вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Мӗн ҫисе пурӑнаҫҫӗ, камсемпе туслашаҫҫӗ, мӗнле вӗренеҫҫӗ — сана паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Акӑ ман, — пикенсех кӑтартатӑп арӑма тӗп-тӗрлӗ пичет ҫапнӑ хута, — маршрут листи пур, кур, ӑҫта-ӑҫта пулнине, мӗн-мӗн тунине йӑлтах паллӑ тунӑ унта.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ку вӑл икӗ хут иккӗ — тӑваттӑ пекех, шкул ачисене те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Виҫӗ пин гектар ҫӗр ҫинче 20 гектар хире юлни — пӗверен пӗр витре шыв ӑсса тӑкнӑ пек ҫеҫ вӑл, паллӑ та мар.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Паллӑ ӗнтӗ, упӑшка ҫук чухне арӑм килте мӗнле пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Мӗнех уншӑн, Аслӑ Пурнӑҫ Амӑшӗшӗн, пӗр ҫын, паллӑ мар чӑваш музыкҫи, чӗрипе ҫунса асапланни, пурнӑҫ чӑнлӑхне пӗтӗм чун хавалӗпе шырани?

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗнер Польӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗнекесӗр пуҫне кунта тӗрлӗ альбомсем, паллӑ картинӑсен репродукцийӗсем, сайра тӗл пулакан картинӑсем нумай.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл — колхозри паллӑ пахчаҫӑ, хурт-хӑмӑр ӑсти.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Паллӑ ударница вӑл, Надя Каласова.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ унпа кӑҫал май уявӗ умӗн паллашрӑм, мана ун чухне заводри паллӑ ҫынсен сӑнӗсене ӳкерме хушнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Паллӑ художник чапӗнчен ытларах ӑна хула илӗртрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем им-ҫам сапмалли юлашки участока карттӑ ҫинче паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Санах яраҫҫӗ, питӗ паллӑ маншӑн, — ытарлӑн каларӗ авиатехник.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех